Владимир СТЕПАНОВ

4 Раштав, 2014

Чи хастаррисем те маттуррисем!

Чăваш Республикинче 9 хула. Куславкка çак йыша 1967 çулта кĕнĕ. Чăваш Енри чи çамрăк хуласенчен пĕри вăл. 1901 çулта кăларнă «Россия. Полное географическое описание нашего Отечества. Среднее и Нижнее Поволжье и Заволжье» кĕнекере ăна деревня Козловка тесе палăртнă. Авалхи хутсенче сельцо Козловка тени те тĕл пулать, мĕншĕн тесен Козловка ялĕпе Богородское (е Белая Воложка) сали тата темиçе ял пĕрлешнĕ. Официаллă вара Куславкка 1671 çулта никĕсленнĕ шутланать. Ĕлĕк ăна «чăх çăмарти пристанĕ» тесе те каланă. Миллионшар çăмарта пуçтарнă кунта, вĕсене Англи таранах ăсатнă.

27 Чÿк, 2014

Тăван çĕршыв ăçтан пуçланать?

Нумаях пулмасть эпĕ Чăваш Республикинчи чи туслă та хаваслă класра хăнара пултăм. Питĕ пысăк вăрттăнлăха уçса малкай класс хăш районта тата хăш шкулта пулнине пĕлтерме явап çитересех пуль. Çапла вара - халĕ пĕлĕр: çав хастарсем Муркаш районĕнчи Юнкăри вăтам шкулта 6-мĕш класра вĕренеççĕ.

Класс ертÿçине, чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Ирина Геннадьевна Михалкинăна сăмах парар-ха малтан.

29 Çурла, 2014

Шупашкар

Шупашкар мĕнле пуçланса кайни çинчен нумай тавлашнă, малашне те калаçăпăр. Вĕçĕ-хĕрри курăнмасть çак сăмахăн: чăваш пĕтмесĕр те чарăнмасть вăл. Чăваш вара тĕнче пĕтсен те виçĕ кун пурăнать тет! Çапах та шĕкĕр хуламăр пуçламăшĕн йĕрри паян кун та палăрать кăна мар – куç тулли тăрать.

Pages