Чи хастаррисем те маттуррисем!
Чăваш Республикинче 9 хула. Куславкка çак йыша 1967 çулта кĕнĕ. Чăваш Енри чи çамрăк хуласенчен пĕри вăл. 1901 çулта кăларнă «Россия. Полное географическое описание нашего Отечества. Среднее и Нижнее Поволжье и Заволжье» кĕнекере ăна деревня Козловка тесе палăртнă. Авалхи хутсенче сельцо Козловка тени те тĕл пулать, мĕншĕн тесен Козловка ялĕпе Богородское (е Белая Воложка) сали тата темиçе ял пĕрлешнĕ. Официаллă вара Куславкка 1671 çулта никĕсленнĕ шутланать. Ĕлĕк ăна «чăх çăмарти пристанĕ» тесе те каланă. Миллионшар çăмарта пуçтарнă кунта, вĕсене Англи таранах ăсатнă.