Вера ТИТОВА.

6 Пуш, 2018

Г.А. Дегтярёвăн "Тăван чĕлхе культури" кĕнеки пичетленнĕ

Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн Ăслăлăх канашĕ йышăннипе Г.А. Дегтярёвăн "Тăван чĕлхе культури" кĕнеки пичетленнĕ. Пĕлекенсем каланă тăрăх, унăн тиражĕ пысăк мар. 

4 Нарăс, 2018

Александр Галкин юбилейне асра тытса музейра уяв иртĕ

Ыран, нарăс уйăхĕн 5-мĕшĕнче, Шупашкарти К.В. Иванов ячĕллĕ Литература музейĕнче чăваш халăх поэчĕ Александр Галкин (1928–2002) çуралнăранпа 90 çул çитнине халалласа литературăпа музыка каçĕ иртĕ.

27 Кăрлач, 2018

Парăнман хулан паттăрлăхне асра тытса чечек хунă

Паянхи кун, кăрлачăн 27-мĕшĕнче, шăп та лăп 74 çул каялла пирĕн çĕршывра Ленинград хулине блокадăран хăтарнă. Тăван çĕршывăмăр халăхĕн паттăрлăхне, пуç усманлăхне, никама парăнманлăхне çирĕплетсе паракан çак кун ячĕпе паян 11 сехет те 30 минутра Шупашкарта «Çĕнтерÿ» мемориал комплексĕнчи Нихăçан сÿнми çулăм патне чечек хунă.

22 Кăрлач, 2018

Чăваш Енри арçынпа хĕрарăм шăнса вилнĕ

Çĕнĕ çул пуçланнăранпа Чăваш Енре икĕ çын шăнса вилнĕ. Инкек Канаш тата Элӗк районӗсенче пурăнакансемпе пулса иртнӗ. 

РФ Следстви комииечĕн республикăри управленийӗ паян хыпарланӑ тӑрӑх, икĕ кун маларах, кăрлачăн 20-мĕшĕнче,  Элӗк районӗнчи Ехремкассинче 63 ҫулти арҫыннӑн виллине асӑрханӑ. Пӗчченех пурӑннӑскер килĕ умĕнче выртнă. Канаш тӑрӑхӗнчи Ҫӑлпуҫра пурӑннӑ 68 ҫулти хӗрарӑм виллине кăрлачăн 15-мĕшĕнче Ҫӗнӗ Вӑрӑмпуҫ ялӗ ҫывӑхӗнче асăрханă.

Pages