Чăвашла кĕлĕ кĕнекисем пичетленнĕ
Чăваш кĕнеке издательствинче Православи тĕнне тытса пыракансем валли чăвашла кĕнекесем пичетленнĕ. "Кĕлĕ - пирĕн хÿтлĕхĕмĕр" брошюра пĕрремĕш хут пичетленмест ĕнтĕ - Турра ĕненекенсем çул çÿренĕ чух вуламалли кĕлĕсен кĕнекине кăларма ыйтнăран кăçал вăл улттăмĕш хут тухрĕ. Унăн редакторĕ тата куçаруçи - В.Г. Григорьев, ÿнерçи - Н.В. Андреева, тиражĕ - 5000 экземпляр", - тесе пĕлтерчĕ паян "Хыпар" издательство çурчĕн хыпарсен службине Ольга Иванова редактор.
Калăпăшĕпе пĕчĕк пирки çĕнĕ кĕнекене çумра чиксе çÿреме меллĕ. Канаш тата Тăвай епархийĕн Высокопреосвященнейший Стефан епископ пиллĕхĕпе хатĕрленĕ кăларăма ирхи тата каçхи, кулленхи, кирек епле ырă ĕçе пуçăнас умĕн йăлăнмалли, Турра тав тумалли тата ытти кĕлĕсем кĕнĕ.
"Критри Андрей святойăн Аслă Канонĕ" кăларăма хатĕрленĕ чухне 1907 çулта Чĕмпĕр хулинче тухнă "Сборникъ молитвъ, песнопений и чтений изъ службъ Триоди постной" ятлă кĕнекепе усă курнă. "Чăвашла çак кĕнекене 3000 экземплярлă тиражпа пичетленĕ. Ăна пухса хатĕрлекенĕ тата редакторĕ - В.Г. Григорьев, ÿнерçи - Н.И. Орлова", - пĕлтерчĕ Ольга Иванова.