Александр Галкин юбилейне асра тытса музейра уяв иртĕ

4 Нарăс, 2018

Ыран, нарăс уйăхĕн 5-мĕшĕнче, Шупашкарти К.В. Иванов ячĕллĕ Литература музейĕнче чăваш халăх поэчĕ Александр Галкин (1928–2002) çуралнăранпа 90 çул çитнине халалласа литературăпа музыка каçĕ иртĕ. Унта çыравçăсем, артистсем, шкул ачисем, композиторсем, Элĕк районĕнчи "Ветеран" халăх хорĕ пуçтарăнĕç.

Уяв каçĕнче поэтăн кĕнекисемпе, ĕç хучĕсемпе, сăн ÿкерчĕкĕсемпе паллаштаракан «Тăван тавралăхра» курав та уçăлĕ. 

Александр Галкин кун-çулĕ хальхи "Хыпар" издательство çурчĕпе çыхăннă тесен те йăнăшмăпăр. 1928 çулхи нарăс уйăхĕн 12-мĕшĕнче Элĕк районĕнчи Чулкаç ялĕнче çуралнăскер малтан Вăрнар районĕнчи Нурăсри педагогика училищинче, унтан И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче вĕреннĕ. Пĕр вăхăт Чăваш кĕнеке издательствинче ĕçленĕ. Чăваш халăх поэчĕ "Тăван Атăл" (халĕ ăна "Хыпар" издательство çурчĕ кăларса тăрать) журналăн тĕп редакторĕнче ĕçленĕ, "Капкăн" сатира журналĕнче пай пуçлăхĕнче тăрăшнă.

Александр Галкин сăввисемпе юрăсем те хайланă. Çапах та вăл сатирăпа юмор жанрĕнче уйрăмах хастар пулнă.

Рубрика: 
Теги: 

Комментари хушас