Валери ТУРКАЙ

10 Утă, 2015

Сывлăх - савăнмалăх, чир - асапланма

1994 çултанпа эпĕ Атăл хĕрринче пурăнатăп, Максим Горький проспектĕнче. Ир те, каç та ман куçăм умĕнче - анлă Атăл, аслă Атăл. Пытарман та, пытармастăп та: юрататăп Атăла, пурăнаймастăп çак хăватлă та мăнаçлă юханшывсăр! Атăл вăл - хавхалану, чун киленĕвĕ, Атăл вăл - уçă сывлăш. Атăл вăл - Пурнăç!

9 Утă, 2015

Тĕнчери чи илемлĕ хĕрарăм

***
Мĕн чухлĕ тăшман ман,
мĕн чухлĕ юлташ!
Апла эп чăнах та
хăватлă чăваш!
Аван пурăнма
тăшмансемсĕр, паллах.
Çапах та этемĕн
тăшман пулмаллах.
 
Мĕн чухлĕ юлташ ман,
мĕн чухлĕ тăшман!
Апла хальлĕхе
чунăма эп сутман.
Апла мĕскĕн мар эп,
апла кĕлмĕç мар.
Апла чăн-чăн Çын эп,
апла чăн-чăн Ар!
31.01.15
 
Айхи
Халь - ахлатаççĕ, пуç таяççĕ...
3 Утă, 2015

«Ан васкăр!» - теççĕ пире палăксем

Пĕр шутласан - ним кăткăсси те çук палăк лартассинче: влаç органĕсенчен ирĕк ил, вăл е ку хулара, вăл е ку ялта çĕр лаптăкĕ уйăрттар, укçа туп /патшалăхăн çук пулсан, ырă çынсенчен/, пулас палăк проекчĕсен конкурсне ирттер, çав конкурсăн çĕнтерÿçипе пĕрле хĕрÿ ĕçе пикен...

29 Ака, 2015

Хĕл иртет те - çуркунне çитет...

Ак ĕнтĕ хĕл те иртсе кайрĕ. Тахçан нихăçан та вĕçленес çук пек туйăннăскер.

Ансат пулмарĕ иртнĕ хĕл Раççейшĕн. Раççейшĕн пулсан - Чăваш Еншĕн те, паллах. Сăмси умĕнчи паха апата çăтса яма кăшт кăна ĕлкĕреймен акулăна аса илтерекен Америка хистенипе Европĕрлĕхе кĕрекен çĕршывсем санкци хыççăн санкципе юнарĕç пире, нефть йÿнелмеллипех йÿнелчĕ, тенкĕ кунсерен «çăмăлланса» та «сумсăрланса» пычĕ. Пĕрисем чăтаймарĕç - «Караул! путатпăр!» тесе кăшкăрма та пикенчĕç.

Pages