Валери ТУРКАЙ
Вĕсем пире вилĕмрен çăлнă
Танксем туслашаймарĕç... Шел, питĕ шел
1998 çулта манăн Украинăри Чернигов облаçĕнчи Остерта икĕ хут пулма тиврĕ. Малтан эпир, Чăваш халăх поэчĕпе Юрий Сементерпе, «вильно, незалэжнăри» /ку вăл «ирĕклĕ, никама пăхăнман патшалăх» тени пулать/ тусăмăрсем çине тăрса чĕннĕрен Мускавран та маларах «çуралнă» Остер 900 çул тултарнине паллă тума тухса кайрăмăр инçе çула. Унтан, кĕрхи кунсем çитсен /хăш юрăранччĕ ку сăмахсем?/, эпĕ чăваш халăхĕшĕн питех те хаклă çав хулана чăваш чĕпписен, Çеçпĕл çеçкисен, пысăк ушкăнне /пурĕ хĕрĕх çын ытла та пулчĕ-тĕр/ ертсе кайрăм.