Вĕсем пире вилĕмрен çăлнă

13 Кăрлач, 2015

Чылай вăхăт иртрĕ эп унпа паллашнăранпа. Вăл вара паян та, эпир паллашнă чухнехи пекех, çамрăк та вашават, ĕçчен те харсăр. Паян та унăн çĕмĕрт пек хура куçĕсенче ырă кăмăлпа çынлăх тата пурнăçа питĕ-питĕ юратни тапса тăрать. Пурнăçа çакăн териех юратас тесен, ахăртне, е вилĕмĕн сивĕ ытамĕнче пĕрре те пулин пулса курмалла этемĕн, е вилĕмрен çăлмалла.

Арăслан ятлă вăл. Лев. Хушамачĕ Николаев. Ман юлташăм ертсе пыракан строительство фирминче ĕçлет. Эх, Лев Николаев чăваш пек Арăслансем ытларах пулсанччĕ Чăваш Енре! Ара, йĕкехÿресем пайтах-ха пирĕн хушăра, хăравçă мулкачсем те, ялан выçă кашкăрсем те, чее тилĕсем те... Арăслансем вара? Çапах та пур-ха вĕсем, тав Турра, пур.

«Грани» хаçатăн 162-мĕш номерĕнче 2009 çулхи июнĕн 9-мĕшĕнче пичетленнĕ «Шагнувшие в пекло» /авторĕ Леонид Сергеев/ статьяран:

«1974 çулхи апрелĕн 27-мĕшĕ çак уйăхăн 28-мĕшĕпе улшăннă каçхине Шупашкарти «Химпром» производство пĕрлешĕвĕн 83-мĕш номерлĕ цехĕн, унта хими хĕçпăшалне туса кăларнă, хатĕр продукцин складĕнче тискер вут-çулăм алхаснă. Пушарпа кĕрешекенсемпе асăннă цехра ĕçлекенсем паттăрлăхпа хăюлăх кăтартман пулсан ку пушар хăрушă катастрофа патне илсе çитеретчĕ...

Вут-çулăма сÿнтерес тĕлĕшпе 22 пушарпа кĕрешекен ĕçленĕ...»

«Грани» хаçат «Химпромра» 35 çул каярах пулса иртнĕ пысăк инкекпе паттăррăн кĕрешнĕ çынсене 2009 çулта хăйĕн редакцине пуçтарнă пулнă /чыс та мухтав ăна çакăншăн!/ Пурĕ 11 çын /вĕсенчен вуннăшĕ - пожарниксем, пĕри - Николай Голубов - химик/ пуçтарăннă çав кун Çĕнĕ Шупашкар халăхĕ юратса вулакан хаçатăн тĕпелĕнче. Çав шутра - пирĕн Арăсланăмăр - Лев Николаев та.

Пушар тени, тăрсан-тăрсан, шел пулин те, таçта та алхасать - ялта та, хулара та, çеçенхирте те, вăрманта та... Тепĕр чух ăнăçлă кĕрешеççĕ çав инкекпе, хăш чухне ăнăçлах мар.

«Химпромра» 1974 çулхи апрель вĕçĕнче алхаснă пушар... «ахаль пушар» пулман. Ун чухне вут-çулăм хими хĕçпăшалне /ăна вăл вăхăтра кунтах туса кăларнă, ку халь никамшăн та вăрттăнлăх мар/ упракан складра кĕрленĕ. Ăнланатăр-и эсир: мĕне пĕлтерет вăл «вут-çулăм хими хĕçпăшалне упракан складра кĕрленĕ-алхаснă» тени?!

...Справка /«Грани» хаçатранах/.

Виççĕмĕш производствăра тахçан ĕçленĕ çынсем паянхи кун та «продукт» текен япала - шăпах VX-газ пулать те. «Википеди» çирĕплетнĕ тăрăх, вăл V-газсен - нервсене параличлакан наркăмăшлă çар хатĕрĕсен - серийĕнчен чи палли. Вăл Пĕрремĕш тĕнче вăрçинче усă курнă фосгенран 300 хут хаяртарах. Тĕссĕр çăра шĕвек VXпа артиллери, авиаци /хими фугасĕ пек/ усă курнă... 100 килограмм таякан çынна вĕлерме çак шĕвекĕн 10 миллиграмĕ те çитет.

«Издели» тесе химиксем авиаци бомбисене каланă. Наркăмăш тултарнă тапхăрта вĕсен взрывателĕсем пулман. 1974 çулхи апрельте складра упраннă кашни бомбăра 220 килограмм «продукт» пулнă.

...Халь ăнлантăн-и, вулаканăм, еплерех пушар, еплерех инкек пирки сăмах хускатрăмăр эпир паян «Хыпарта»?..

Николай Голубов /«Пушарти паттăрлăхшăн» медальпе чысланă/: «Çав каç эпĕ 83-мĕш номерлĕ цех сменин пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлаттăм... Пушар пирĕн цехра мар, кÿршĕри 82-мĕш цехра тухрĕ...

...Малтанах пĕтĕмпех йĕркеллĕччĕ... Çурçĕр иртсен цеха дежурнăй пăхса çаврăнчĕ. Корпуса кĕчĕ, тĕрĕслерĕ, пурте йĕркеллĕ тесе пĕлтерчĕ.

Тепĕр хĕрĕх минутран ман пата 351-мĕш корпусри мастерăн тивĕçĕсене пурнăçлакан Валентина Соснова шăнкăравларĕ, пушар тухни çинчен пĕлтерчĕ. Эпĕ ăна хыпара тĕрĕслеме сĕнтĕм. Кăшт вăхăт иртсен вăл хăй маларах пĕлтерни тĕрĕсех пулнине, вут-çулăм алхасакан вырăнтан сирпĕннин сасси илтĕннине çирĕплетрĕ...

Мĕнпур пуçлăх пĕр харăс тенĕ пекех килсе çитрĕ».

Малалла «Шагнувшие в пекло» статьяра «Химпромри» хăрушă пушарпа кĕрешнĕ çынсем /Леонид Арисов, Николай Малыгин, Петр Антонов, Николай Бастеев, Валентин Ефимов тата Евстафий Арсентьев/ хăрушăран та хăрушă инкекпе хăйсем тата хăйсен ĕçтешĕсем еплерех кĕрешни çинчен тĕплĕн каласа параççĕ. Итлесе пăхар-ха вĕсенчен хăшне-пĕрне.

Леонид Арисов: «Тем тесен те, химиксем вут-çулăма малтан хăйсем тĕллĕн сÿнтерме шутланă. Ĕçĕ ăнманнине курсан, пушарпа кĕрешекенсем патне шăнкăравланă. Çурçĕр иртни пĕр сехетре вĕсем Нина Ильина диспетчерпа калаçнă. Вăл çулăм алхасакан тĕле икĕ расчет ăсатать. Ман пата та вăлах шăнкăравларĕ, килĕм умне машина ячĕ...

Пушарпа кĕрешекенсен малтанхи расчечĕсем вут-çулăм 49-мĕш номерлĕ помещенире тухни çинчен пĕлтерчĕç, шăпах çавă ĕнтĕ хатĕр продукцин склачĕ, шăпах çавăнта - штабеле хурса купаланă авиабомбăсем, шăп та лăп 50 бомба...»

Тăхтăр-ха, тăхтăр - чылай паттăр арăн ятне-хушаматне асăнтăм эпĕ, Лев Николаева манса хăвартăм мар пулĕ те? Манса хăварма та пулать ним мар, ара, пирĕн Арăсланăмăр, сăпайлăскер, редакцире те нумай калаçман. Хăйĕнпе хăй мухтанмасть ман паттăр тусăм, ăна юлташĕсем мухтаççĕ /Евстафий Арсентьев, ВПУ-1 отделени командирĕ пулнăскер: «Вут-çулăма ирхине вунă сехет çитеспе сÿнтертĕмĕр. Вĕçне çитиччен эпир пĕрле пултăмăр - Валентин Ефимов, Лев Николаев аслă пожарнăй тата эпĕ. Çавна пулах-тăр пире уйрăммăн палăртрĕç». Çак виçĕ паттăра ун чухне «Пушарти паттăрлăхшăн» медальпе чысланă - В.Т./

* * *

«Химпром» производство пĕрлешĕвĕнче 1974 çулхи апрель вĕçĕнче алхаснă пушара хирĕç паттăррăн кĕрешнĕ арсенчен пĕри - Леонид Арисов - çирĕплетнĕ тăрăх, çав инкекре хими наркăмăшĕ тултарнă 50 авиабомба юрăхсăра тухнă. Пĕр бомби - УН ЧУХНЕХИ УКÇАПА - пĕр миллион тенкĕ тăнă. Иртнĕ ĕмĕрĕн çитмĕлмĕш çулĕсенче пĕр миллион тенкĕ вăл калама çук пысăк укçаччĕ.

Юрĕ, «укçи - хăямата!» тейĕпĕр. Укçа вăл пулать те пĕтет, пĕтет те пулать.

Пушарпа кĕрешекенсем хăйсен пурнăçĕсене шеллемесĕр вут-çулăм хыпса илнĕ склада е цеха кĕме тăхтанă е хăранă пулсан?.. Çав штабеле купаласа хунă бомбăсем пысăк температурăна тÿсеймесĕр сирпĕнсе кайнă пулсан?!

Хăрушă! Шухăшлама та хăрушă!..

Эпĕ Лев Николаевич Николаева пĕррехинче шăпах ÇАК ЫЙТĂВА парсаччĕ. Хăйĕн сăмахне татса та татăклăн каларĕ ун чухне ман хисеплĕ тусăм: «Чăваш Енрен, Тутарстанран, Мари Республикинчен тата Горький облаçĕнчен НИМĔН ТЕ юлмастчĕ».

Лев Николаевичпа килĕшетĕп: ахаль хĕçпăшал та хăрушă та, ХИМИ ХĔÇПĂШАЛĔ пин хут хăрушăрах, пин хут каварлăрах, тискертерех!

* * *

Пурĕ те виççĕн пурăнаççĕ паян çак çĕр çинче, çак çутă тĕнчере пире 1974 çулта вилĕмрен, катастрофăран çăлнă арсем: Евстафий Арсентьевич Арсентьев, Валентин Серапонтович Ефимов тата Лев Николаевич Николаев. Виçĕ Паттăр.

Ытти Паттăрăмăрсем, тĕнчене тĕп тума пултарнă Çулăма лăплантарнăскерсем, халь - Тÿпере, чăн-чăн Тасалăхра, чăн-чăн Ырлăхра. Вĕсенчен пĕри 36 çулта куçне хупнă, тепри 35 çулта, тепри - хĕрĕх тăххăрта...

Пирĕншĕн панă вĕсем пурнăçĕсене. Пирĕншĕн! Эпир паян ĕçлеме, савăнма, пурăнма пултарччăр тесе.

...«Хыпар» хаçат паян эпир хускатнă темăпа, паллах, малашне те ĕçлĕ. Кун пирки нимле иккĕленÿ те пулма пултараймасть!

Халь вара эпĕ май пуррипе усă курса Чăваш Республикин Пуçлăхне М.В.Игнатьева кăçал пĕр сăваплă та пархатарлă ĕç тума чĕнсе каласшăн...

Хисеплĕ Михаил Васильевич!

Çак статьяпа тата ытти материалпа паллашнă хыççăн, 1974 çулхи апрельте «Химпром» производство пĕрлешĕвĕнче сиксе тухнă, хими хĕçпăшалĕллĕ авиабомбăсене сирпĕнесси патне илсе çитерме пултарнă пушара сÿнтерсе пысăк паттăрлăхпа хăюлăх кăтартнă çынсене - халь пурăнаканнисене те, маларах çĕре кĕнисене те - «Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орден медалĕпе чысласамăр!

Вĕсем çак Чыса, çак Хисепе тивĕçлĕ.

Валери ТУРКАЙ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.