Муса Джалиль паттăрлăхĕн психологи никĕсĕ

9 Раштав, 2014
Ренат ХАРИС,
Тутарстан халăх поэчĕ,
Раççей Патшалăх премийĕн
тата Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ
преми лауреачĕ

Паттăрлăх - çын чунĕпе кăмăл-туйăмĕн чи хăватлă пулăмĕ - яланах тĕлĕнтернĕ, ÿлĕмрен те тĕлĕнтерĕ, унăн иксĕлми вăрттăнлăхĕпе психологийĕ нихăçан та кăсăклантарма пăрахмĕç. Этемĕн гражданла паттăрлăхĕ унăн литература пултарулăхĕнчи хăюлăхĕпе пĕр килнине вара уйрăмах çине тăрса тĕпчеме тивет. Çакăн пек тĕлĕнтермĕш пулăмсенчен пĕри вăл - этемлĕх ăс-хакăлĕн аталанăвĕн чи çÿллĕ шайне çĕкленнĕ Муса Джалиль.

XIV Далай-лама хăйĕн трактачĕсенчен пĕринче ăс-хакăлпа кăмăл-туйăм аталанăвне "чун-чĕре лăпкăлăхне упрама вĕренни" тесе çирĕплетет. Ман шутăмпа шăпах çакă пулăшнă та Джалиле хăйĕн чунĕнче вилĕме çĕнтерме. Çапах та çак çĕнтерÿ патне Джалиль еплерех çитнĕ-ха? Çын аталанса çирĕпленнин еплерех хăйнеевĕрлĕхĕсем татса панă поэт шăпине уншăн чи пысăк пĕлтерĕшлĕ самантра? Тата, ку вăл - чи пахи - еплерех витĕм кÿнĕ çакă унăн пултарулăхĕпе уйрăм хайлавĕсем çине? Ман шухăшпа, сайра тĕл пулакан хăшпĕр материалсем пур пулин те, асăннă ыйтусене ĕненмелле хуравланине тупма хальлĕхе питĕ йывăр.

"Палач пурттине хăйĕн çинче курса" сăвă çырма вăй çитернĕ сăвăç пултарулăхĕн психологийĕ мана яланах кăсăклантарнă. Чăн та, хăй кĕçех вилессине манса çынсене кирлĕ ĕçе пуçăннăскерĕн хăйне хăй çĕнтерес тесен мĕн тумалла-ши? Тепĕр чух, малтанах палăртса хунă диспансеризаци вăхăтĕнче, врачсен сан вăл е ку чирÿ пирки пуçласа пĕлтернине илтсен те çывăрайми, апат çиейми пулатăн, сана пĕтĕмпех кăсăклантарма пăрахать... Эс ĕçлейми пулатăн. Кунта вара - сана вĕлерме приговор йышăнни тата ăна пурнаçлассине уйăх хыççăн уйăх кĕтни. Вилĕм кĕтекен çын чунĕнче мĕн пулса иртнине ăнланма та пĕртте çăмăл мар. Поэт кăмăл-туйăмне тĕссемпе сăнлас пулсан вĕсене уяври хĕрлĕ тĕсрен пуçласа вил тăприн хура тĕсĕ таранччен сăрлама пулать. Кун пекки, ахăртне, сахал мар пулнă, акă мĕншĕн çакă сăвăçăн кăмăл-туйăмне малтан курайманлăх, пессимизм, ăс-тăнран тайăлни патне, юлашкинчен вара суицид патне илсе çитерме пултарнă.

Тепĕр чух вăрçăри паттăрлăха çын урăх ним тума та пĕлменнипе, вăл питех те кăткăс лару-тăруран ниме пăхмасăр тухма тăрăшнипе çыхăнтараççĕ. Кун пек çирĕплетнинче те тĕрĕслĕх пур-тăр. Анчах та литературăри паттăрлăх вăл пĕр самантра пулса иртмест, çавăнпа та ăна çын ним тума аптăранăран пĕр самантра тунă татăклă утăм пек хаклама çук.

Апла пулсан епле пултарнă-ши Джалиль, хăйĕн чунĕнчен шикленÿпе вилĕм çинчен шухăшланине хĕссе кăларса, хăйне çакнашкал утăм тăвасси патне илсе çитерме? Епле пултарнă вăл чун-чĕрипе те ăс-хакăлĕпе ирĕклĕ пулма? Мĕн пулăшнă ăна теветкеллĕ самантра хăйне хăй çирĕп тытма? Çакна уçăмлăн ăнлантарса, татăклăн çирĕплетсе паракан асаилÿсем, шел те, çук... Французсен Альфонс де Ламартин поэчĕ кун пек лару-тăрăва çакăн пек ăнлантарать: "Çырулăха - çын хăйĕн шухăшĕпе пупленине, çын чунне пусахласа тăракан йывăрлăхран хăтăлнине - шухăшласа кăларнă çынна ĕмĕр-ĕмĕр мухтав. Вăл нумай-нумай çынна хăйне хăй тĕп тума паман". Апла пулсан питĕ йывăр чухне хăйĕн шухăшĕпе калаçни çынна çăлăнăç вăйĕ парать, кăткăс лару-тăруран тухма пулăшать. Данте те, чунтан юратнă Беатриче вилнине пула питĕ асапланнăскер, хăйĕн "Çĕнĕ пурнăç" кĕнекинче çакăн пиркиех çырнă теме пулать. "Вара, - çырать Данте, - эп хамăн асапăма вăйсăрлатма кирли пирки шухăшлама пуçларăм, тунсăхпа та ыратупа тулнă сăмахсем шырама пикентĕм. Çакăн хыççăн эп канцона çырма хăю çитертĕм..."

Пытармасăр каласан ытларах чухне сăвăсем поэт хăйĕнпе хăй калаçнине, "çын хăйĕн шухăшĕпе пупленине" пула çуралма пуçлаççĕ, кайран вĕсем тĕрлĕ кăмăл-туйăмпа тулнă сăмахсен пĕрлĕхĕ пулса тăраççĕ. Çак ĕç валли Джалилĕн Моабит тĕрминче вăхăт çителĕклĕ пулнă. Ку - "тунсăхпа та ыратупа тулнă сăмахсене" шырани, тупни - Джалиль йывăр шухăшĕсене манма, чунне парса ĕçлеме вĕреннине пĕлтермест-ши? Ку Муса Джалиль калама çук йывăр лару-тăрура пултарулăх ĕçĕпе ĕçлеме ăçтан тата епле вăй тупнине тата "палач пурттине хăйĕн çинче курни те" поэт калемне хут тăрăх шума мĕншĕн нимĕн те чарайманнине ăнлантарса пани мар-ши?! Çук, ку вăл уçăмлă хурав мар-ха, Муса Джалиль пултарулăхĕн психологине пуçласа тĕпчекенсем умне лартнă ыйту кăна... Тен, эп йăнăшатăп та пуль. Çапах та çак тарана çитиччен никам та Муса Джалиль пултарулăхĕн психологине чăнласа тĕпчемен тесе çирĕплететĕп. "Моабит тетрачĕсем" вара чылай енчен Данте тупса палăртнă формулăна хирĕçлеççĕ. Вĕсенче шанчăка çухатни тата хуйхăпа фатализм çукпа пĕрех. Пачах урăхла - çак ярăмри сăвăсенче пурнăçа юратнипе савăнăç, вилĕмрен йĕрĕнни, тĕрĕслĕхпе ырă çĕнтерессине чунтан шанни, çынна питĕ шеллени, хăй асапланнăшăн нăйкăшни пачах та çукки малти вырăнта тăраççĕ. Аманнă салтак юнĕпе хĕрелнĕ чечеке е хăйĕн вилĕмĕпе салтака çăлнă шăпчăка шелленĕ, "виçĕ ывăлне, виçĕ чĕппине... инçете ăсатнă", виççĕшĕнчен иккĕшне кĕтсе илеймен хĕрарăмшăн чунне ыраттарнă, тăван çĕршывĕн çунса кĕлленнĕ ялĕсемпе хулисемшĕн пăшăрханнă чухне вăл хăйĕн инкекĕпе асапĕ пирки аса та илмест.

Норвеги çыравçи Генрик Ибсен çирĕплетнĕ тăрăх, вышкайсăр пысăк асапа пула чун-чĕри кисреннĕ çын кăна чăн-чăн поэт пулаять. Çапла, тен, шăпах вышкайсăр пысăк асаппа çынсене чунтан-чĕререн шеллени Джалиле поэзи Олимпĕн тăррине хăпарма пулăшнă та. Çапах та чун-чĕрен çакнашкал вĕçевĕн психологи никĕсĕ еплерех-ши? Ку Джалиль пултарулăхне тĕпчекен, наукăн вăхăт çĕнĕлле ĕçлеме май паракан меслечĕсемпе усă куракан çĕнĕ ăсчахсен умне лартнă тепĕр ыйту пултăр.

"Моабит тетрачĕсенче" шÿтлĕ тата сатирăллă сăвăсем пурри, çиелтен пăхсан, ман шухăшăмпа, ăнланмалла мар пек туйăнать. Ăçтан-ха кун пек пулма пултартăр?! Ăçтан-ха "палач пурттине хăвăн çинче" курнă чух хаваслă пулма пулать? Анчах та ку вăл - пĕрре пăхма кăна. Чун канлĕхне тупма, пĕтĕм йывăр шухăш-туйăмран тасалма çынна питĕ шелленĕ чух тата питĕ асапланнă чух кăна пулать-тĕр. Ахăртне, кун пек тĕслĕхсем çын хăйĕн пурнăçĕнче пулса иртнĕ тĕрлĕ кулăшла тата хаваслă ĕç-пуçа аса илнипе те çыхăннă. Н.В.Гоголь "Автор чунне уçса пани" хайлавĕнче çапла çырать: "Тăрсан-тăрсан эп питĕ тунсăхлама пуçлаттăм... Хама хам савăнтарас тĕллевпе эп, вăйăм-халăм çитнине кура, кулмаллине-кулăшлине шутласа кăлараттăм..." Енчен те Гоголе кулмаллипе кулăшлине шутласа кăларма пурнăç хăй май панă пулсан Джалилĕн фашистсен тĕрминче кун пек майсем пулман, унăн ку тĕлĕшпе хăйĕн пурнăçĕнче пулса иртнине аса илме тивнĕ. Çакă мар-и "Моабит тĕрминчи" шÿтлĕ сăвăсен психологиллĕ никĕсĕ? Ман шутпа, шăпах çакăн пек çуралнă та "Сехет", "Савни", "Инкек", "Юратаканпа ĕне", "Юрату тата сунас", "Хадича", "Кÿршĕсем" тата ытти сăвă. Шăпах çак сăвăсенче поэтăн чун-чĕринчи канлĕх чăтма çук йывăр шухăшсемшĕн, поэтăн ăс-тăнне ниепле те лăпланма паман вилĕм сăнарĕшĕн питĕ пысăк чăрмав пулса тăнă. Çапла, çак кулăшла пулăмсене вăл хăйĕн астăвĕмĕнчен туртса кăларнă. Çапах та еплерех çул уçса парайнă-ши вăл вĕсем валли хăйĕн калемĕпе пĕчĕк тетрачĕсем патне çитмелĕх? Çак ыйтăва сăвăç пултарулăхĕн психологине тĕпчекенсен хуравлама тиветех.

Ман шутпа, "Моабит тетрачĕсем" - этем хăйĕн ăс-хакăлĕпе кирлĕ пек усă курма, ăна кирлĕ пек йĕркелеме пултарнине витĕмлĕн çирĕплетекен халиччен пит нумай пулман тĕслĕх. Çак тĕслĕхе пула Муса Джалиль Вилĕме çĕнтернĕ, çакна пула вăл ĕмĕрлĕхе чĕррисен йышĕнче пурăнĕ.

Чăвашла Валери ТУРКАЙ куçарнă

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.