Аслă Хусанкайăмăр

9 Çĕртме, 2015

Литература çулталăкне, Константин Иванов çулталăкне ирттернĕ чух Петĕр Хусанкая аса илмесĕр, ун тинĕс пек анлă та тарăн пултарулăхĕ çинчен калаçмасăр-тавлашмасăр, сăмах пуçармасăр тăма ниепле те май çук. Ниепле те!

Ытла та пысăк, ытла та аслă вăл - пирĕн Хусанкайăмăр! Ытла та нумай пархатарлă ĕç тунă вăл чăваш халăхĕшĕн, тĕнче литературипе культуришĕн!..

Аслă поэт кăна-ши Петĕр Хусанкай?

Çук паллах. Петĕр Хусанкай вăл - чăваш халăхне ÇУТТА КĂЛАРНĂ, халĕ те ÇУТТА КĂЛАРАКАН

УЛĂПСЕНЧЕН пĕри.

Çапла, çапла - ытларах чухне эпир Иван Яковлевич Яковлев пирки ÇУТТА КĂЛАРАКАНĂМĂР тесе калатпăр. Тĕрĕс калатпăр.

Малашне те пуç тайăпăр эпир

Иван Яковлевич умĕнче.

Çапах та И.Я.Яковлев çеç кăларман-çке-ха пирĕн халăхăмăра çутта! Вĕсем, Патриархăмăр Ĕçне тăсаканĕсем, ĕлĕк те пулнă, паян та пур, малашне те пулĕç. Çав сумлă, ĕмĕр манăçми çынсенчен пĕри - Петĕр Хусанкай.

Ман шутăмпа, Петр Петрович çамрăк та чăрсăр йĕкĕт чухнех çакна ăнланса илнĕ: 1/ чăваш халăхĕ унсăр тулли мар* 2/çын хăйĕн пĕтĕм пурнăçне тăван халăхне, тăван çĕршывне халалланинчен пысăкрах телей çук* 3/ Иван Яковлевич Яковлевăн Ĕçне эпĕ те, тепри те тăсмасан кам тăсать?..

Çакна ача чухнех, каччă чухнех ăнланнине, чĕрипе те чунĕпе туйса илнине - вăл нихăçан та, пĕр самантлăха та асĕнчен яман. Сталин саманинче ним айăпсăр шар курнă чухне те, юнлă вăрçăра тискер тăшмана хирĕç атакăна çĕкленнĕ чухне те, хисеплĕ ятсемпе орденсем илнĕ чухне те, тĕрлĕ çĕршывра чăвашăн ятне-сумне сумлăн çĕкленĕ чухне те...

...Пĕлетпĕр-и эпир Петĕр Хусанкая?..

Пĕлместпĕр теместĕп - пĕлетпĕр. Кашни чăваш /чăваш кăна-и?/ ачаран илтсе те пĕлсе ÿсет Петĕр Хусанкай ятне. Хусанкай хайлавĕсем пире паян та пурăнма,

кĕрешме хавхалантараççĕ...

Çапах та япăх, çителĕксĕр пĕлетпĕр-ха эпир хамăрăн аслă сăвăçăмăра, аслă çутта кăлараканăмăра.

Çак çитменлĕхе пĕтерес тĕллевпе эпир "Хыпарта" Чăваш кĕнеке издательствинче 1987 çулта кун çути курнă "Манăçми Хусанкай" кĕнекери асаилÿсене пичетлес терĕмĕр. Кĕнеки - тĕлĕнмелле пуян, тĕлĕнмелле паха! 2017 çулта, Петр Петрович çуралнăранпа 110 çул çитнĕ ятпа ăна тепĕр хут чăваш вулаканĕ патне çитерсен тем пекех лайăх пулĕччĕ.

Çапла вара, вулăр, паллашăр, тĕлĕнĕр, киленĕр - "Хыпарăн" паянхи номерĕнче Петĕр Хусанкая пĕлнĕ, юратнă, хисепленĕ, тивĕçлипе пысăка хурса хакланă çынсен асаилĕвĕсенчен пĕринпе!

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.