Тĕнчери чи илемлĕ хĕрарăм

9 Утă, 2015
***
Мĕн чухлĕ тăшман ман,
мĕн чухлĕ юлташ!
Апла эп чăнах та
хăватлă чăваш!
Аван пурăнма
тăшмансемсĕр, паллах.
Çапах та этемĕн
тăшман пулмаллах.
 
Мĕн чухлĕ юлташ ман,
мĕн чухлĕ тăшман!
Апла хальлĕхе
чунăма эп сутман.
Апла мĕскĕн мар эп,
апла кĕлмĕç мар.
Апла чăн-чăн Çын эп,
апла чăн-чăн Ар!
31.01.15
 
Айхи
Халь - ахлатаççĕ, пуç таяççĕ...
Ăçта пăхан унта - Айхи.
Тахçан вара шута хумастчĕç -
Унран çук тейĕн япăххи.
 
Тахçан вара шартах
сикетчĕç,
"Айхи" тесессĕн, пĕрисем.
"Айхи" тесессĕн шăл
йĕретчĕç
Тÿрех - "ытла та ăслисем".
 
Вăл нумая пит
хапсăнмастчĕ,
Çунмастчĕ мулшăн вăл пачах.
Юлашкине çынпа пайлатчĕ...
Ачаччĕ вăл, чăн-чăн ача!
 
Айхи, Айхи! Чăваш Кĕтречĕ!
Эс тăсрăн Хусанкай Ĕçне!
Эс халăха йăлт халалларăн -
Таса чунна та чĕрÿне!
 
Епле эс сăввуна калаттăн!
Епле юрлаттăн юрруна!..
Турра паян эп тав тăватăп -
Эп курнă хам куçпа çакна.
 
Чапу сан инçене саланчĕ.
Анчах, кайма вăхăт çитсен,
Тăван ялна манмарăн эсĕ,
Шутларăн Чăваш Ен çинчен.
 
Вăл инçе мар - Çĕньял масарĕ -
Юр пек шап-шур
Шупашкартан...
Тавах сана, тавах, Çĕньялăм,
Маттур Арушăн тав чунтан!
 
...Вăл инçе мар - Çĕньял масарĕ -
Юр пек таса Шупашкартан.
Çав масарта пур çутă палăк.
Айхи выртать çав масарта...
 
Ан тив, ахлатчăр халь,
пуç тайччăр.
Тен, ку паян темрен пахи?..
Чунне вăл халăхшăн çунтарчĕ.
Ак мĕншĕн вилĕмсĕр Айхи!
01.07.15
 
Валери Туркай хăйĕнпе хăй калаçни,
е, тĕрĕсрех каласан, хăйне хăй йăпатма хăтланни
- Йывăр-и?..
- Йывăр. Тунмастăп.
Йывăр кăна та мар пуль...
Пуç ахальтен шуралмасть вăл.
Кăлăх юхмасть вăл -
куççуль.
- Йывăр-им?..
- Йывăр. Тунмастăп.
Йывăр мана кăна мар.
Мĕн, хĕвеле-им пит çăмăл
Çак тĕнчене çутатма?
 
Е çăлкуçа йывăр мар-и
Хулăн чула шăтарма?
Тен, Атăла питĕ çăмăл
Пĕр чарăнмасăр юхма?
 
Е çак юман авăнман-и
Урнă çилсем алхассан?
Вăл, мĕн, куççуль юхтарман-и
Тураттисем хуçăлсан?..
 
- Йывăр-и?
- Йывăр. Тунмастăп.
Йывăр пушшех те ку чух.
Те хам ытла халран кайрăм?
Те шеллекен мана çук?
 
Те шанчăка эп çухатрăм -
Йăпăртлăха, пĕр куна?
Йывăр, чăнах та пит йывăр
Шанчăксăр юлнă чуна.
 
- Йывăр-им?
- Йывăр. Тунмастăп.
Ку вăл иртет ыранах.
Сăвă эп çыртăм, туссемĕр!
Халь эп пин хут вăйлăрах!
30.06.15
 
***
Эп - кашкăр!
Тискер те эп, ачаш та.
Эп - кашкăр!
Ман пурнăç - çавраçил!
Ахальтен мар
Эсир манран хăратăр.
Эп - кашкăр!
Хура вăрман - ман кил.
 
Эп - кашкăр!
Эп çĕнтерме çуралнă.
Телейĕм ман,
Инкекĕм - ухата!
Эп пĕрре мар
Çапăçура аманнă...
Чул мар - чĕре
Тапать ман кăкăрта!
 
Эп - кашкăр!
Илтетĕр-и: эп - кашкăр!
Эп сурнă
Сирĕн йыттăрсем çине!
Вĕсем йышпа чухне
Кăна пит паттăр,
Хĕсеççĕ пĕччен чух
Хÿрисене.
 
Эп - кашкăр!..
... Кунта-им эс, сунарçă?..
Мĕнех, тĕлле,
Тăванăм, пăшална!
Мĕнех, персем!
Ан çиçтĕр тек ман куçăм...
Вĕри юнпа
Çусам ик аллуна...
 
Мĕнех, персем!..
Анчах аллу чĕтрет-мĕн...
Ăçта, сунарçă,
Санăн йыттусем?..
Эп сан умна
Нихçан та чĕркуçленмĕп!
Нихçан та тархасламăп:
"Шеллесем!"
 
Эп - кашкăр!
17-24.04.10
 
***
Илсе кай мана, юлташăм,
Китая!
Питĕ эп пулса курасшăн
Китайра!
Çук ман кăмăлăм пулмашкăн
Нью-Йоркра, -
Пекина çитме эп хатĕр
хуть паян!
 
Мĕн çухатнă эп, пĕлместĕп,
Китайра?
Вăл, пĕлетĕп, питĕ-питĕ
аякра!
Çук ман кăмăлăм пулмашкăн
Лондонра,
Ман килет пулса курассăм
Шанхайра!
 
Тухнă теççĕ манăн халăх
Тухăçран.
Пурах теççĕ Тухăç сĕмĕ
ман юнра.
Çавăнпах туртать пуль чунăм
Китая...
Эп унта каймашкăн хатĕр
хуть паян!
 
Илсе кай мана, юлташăм,
Китая!
Несĕлсен çĕрне, унта эп
пуç таям!
03.11.13
***
 
Тĕнчери чи илемлĕ хĕрарăм...
Кам-ши вăл?
Вăл, паллах, - манăн арăм!
Эп ăна миллион çул шырарăм.
Хăш чухне тупасса та сунмарăм.
 
Эп ăна миллион çул шырарăм, -
Çĕр çинче сахал мар-иç хĕрарăм!
Кирлĕ марччĕ мана урăх
арăм, -
Çавăнпа пит нумай эп
суйларăм.
 
Тĕнчери чи илемлĕ хĕрарăм...
Вăл, паллах, вăл, паллах, -
манăн арăм!
Эп унран çутă çын тупаймарăм.
Эп ун пек ыр хĕрарăм
курмарăм.
 
Тĕнчери чи илемлĕ хĕрарăм...
Кам-ши вăл?
Вăл, паллах, вăл, паллах, -
Манăн арăм!
03.02.14
 
***
"Тĕнчере пуринчен те ĕçченрех
виçĕ йыш пур - кăткăсем,
пыл хурчĕсем
тата чăвашсем".
Мустай Карим,
Пушкăртстан халăх поэчĕ, Социализмла Ĕç Геройĕ
 
"Тĕлĕнетĕп питĕ эп
чăвашсенчен! -
Терĕ аслă сăвăç татăклăн
тахçан. -
Кăткăпа пыл хурчĕ пек
чăваш ĕçчен.
Ĕçлеме вĕренĕр пурте
чăвашран!"
 
"Кăткăпа пыл хурчĕ пек
чăваш ĕçчен"...
Тĕрĕс мар-им? Тĕрĕс!
Тĕрĕс сăмахсем!
Кам тата пикентĕр тул
çутăличчен
Ĕçлеме? Кам пултăр, паллă
- чăвашсем!
 
Çулмалла-и утă, ватмалла-и чул -
Чăваша хушсамăр, вăл -
çулать, ватать...
Сармалла пулсассăн çĕнĕ
такăр çул,
Чăваша çеç хушăр -
савăнсах сарать.
 
Çĕнĕ çурт тумашкăн
пуçăнас пулсан,
Чăваша чĕнсемĕр - курмăр ÿкĕнсе.
Пур ĕçе те тăвĕç тĕплĕн,
юратса
Кăткăпа пыл хурчĕ пек ман
ентешсем.
 
Çук чăвашшăн канлĕх, вăл
пĕлмест канма.
Ĕçлесе канать вăл, ĕçлесе
канать.
Турă çеç упратăр, ман
халăхăма!
Халăхăм ман - ылтăн! Вăл пĕрре кăна!
 
"Тĕлĕнетĕп питĕ эп
чăвашсенчен! -
Терĕ аслă сăвăç çирĕппĕн
тахçан. -
Кăткăпа пыл хурчĕ пек
чăваш ĕçчен.
Ĕçлеме вĕренĕр пурте
чăвашран!"
19.05.10
 
Çăхан
Ме, çăхан, тăран!
Мĕн, куçран пăхан?
Мĕн тери хура
Эс иккен, çăхан!
 
Çи, çăхан, тăран!
Ма мăйна пăран?
Эс хăвах куран:
Кайнă эп вăйран.
 
Кайнă эп вăйран.
Тÿрленмест суран.
Кил çывăхарах,
Ил манран йăлтах!
 
Ил йăлтах манран!
Çи, çăхан, тăран!..
Çук тарма санран...
Çук тарма санран...
 
Кайнă эп вăйран.
Тÿрленмест суран...
...Эс... манран хăран?!
Тĕрĕс эс тăван!
 
Тĕрĕс эс тăван
Хăраса манран!
Пур-ха вăйăм ман!
Шанчăк пур-ха ман!
 
Вăйăм пур-ха ман
Тасалма санран!
Эс хăра, çăхан,
Эс хăра, манран!
18.05.10
 
***
Çăлтăрсем те пĕр пек
ялкăшмаççĕ.
Тимлĕрех тинкерсем тÿпене:
Пĕрисем кăшт кăна курăнаççĕ,
Тин тивертнĕ-тĕр теприсене.
 
Пĕрисем картана пухăнаççĕ, -
Çăмăлрах-тăр çиçме картара...
Теприсем ирĕке юратаççĕ, -
Кун пек чух курăнан лайăхрах.
 
Çăлтăрсем те пĕр пек
ялкăшмаççĕ.
Кашни çăлтăр çиçет хăйĕн
пек.
Акă мĕншĕн, Тÿпе, эс
илемлĕ!
Акă мĕншĕн эс аслă, Тÿпе!
18.10.14
 
***
Юрлама вĕренсе кăна
çитрĕм, -
"Кирлĕ мар, - терĕç, - эс
тек пире!"
Эп, паллах, тек нихçан та
юрламăп,
Юррăм ман кирлĕ мар-тăк
сире.
 
Савăнма вĕренсе кăна
çитрĕм, -
"Кирлĕ мар, - терĕç, - эс
тек пире!"
Эп сире савăнса тарăхтармăп,
Ман телей кирлĕ мар-тăк
сире.
 
Ĕçлеме вĕренсе кăна
çитрĕм, -
"Кирлĕ мар, - терĕç, - тек
эс пире!"
Эп, паллах, аллăма тек ĕç
тытмăп,
Ĕçĕм ман кирлĕ мар-тăк
сире.
 
Кĕрешме вĕренсе кăна
çитрĕм -
"Кирлĕ мар, - терĕç, - эс
тек пире!"
Эп, паллах, кĕрешÿçĕ тек
пулмăп,
Паттăрсем кирлĕ мар-тăк
сире.
 
Пурăнма вĕренсе кăна
çитрĕм, -
"Кирлĕ мар, - терĕç, - эс
тек пире!"
Эп вара - пурăнап та
пурнатăп...
Ман пекки тек çукран
тĕнчере!
19.11.14
 
Хурçă
Туптанăçемĕн хурçă -
çирĕпрех.
Эп хурçă мар-им? Эп те -
çав хурçах.
Мана туптаççĕ мĕн
ачаранпа,
Памаççĕ сывлăш çавăрма
пачах.
 
Эп хурçă мар-им?
Эп те - çав хурçах.
Мана пĕрре кăвар çине
хураççĕ,
Унтан мана тытаççĕ сивĕре.
Вĕсем эп йăлт тÿсессине
шанаççĕ.
 
Кама ятлас, кама ман ÿпкелес?
Ку - ман Шăпа. Шăпа ялан
вăл тĕрĕс.
Мана Шăпам тăвасшăн
çирĕпрех.
Ăçтан пулас-ха Шăпама ман
хирĕç?
 
Туптанăçемĕн хурçă -
çирĕпрех...
Эп хурçă мар-им? Эп те -
çав хурçах.
Эп çирĕпрех пулмашкăн
хирĕç мар -
Ан тив, мана туптаччăр
ытларах!
02.04.10

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.