Валентина БАГАДЕРОВА хатĕрленĕ.

22 Нарăс, 2018

Çĕршĕн ял-йышпа вăрçăнмаллах-ши?

Хисеплĕ «Хыпар» хаçат ĕçченĕсем! Эпир сире иртнĕ çултанпах канăç паман ыйтупа чăрмантаратпăр. Чăваш ялĕсем пуçланнăранпах халăха пĕр урамран теприне çÿреме меллĕрех пултăр тесе тăкăрлăксем хăварнă. Вĕсем ялта пурăнакансемшĕн тавра çаврăнса çÿриччен, чăнах та, питĕ кирлĕ çулсем шутланнă. Халĕ те çаплах. Анчах та юлашки вăхăтра урăхларах пулăмсем куратпăр. Тăкăрлăкпа юнашар пурăнакансем вĕсене никамран ыйтма-сăрах хупса хурса çынсене çÿреме чараççĕ. Кайран вара межевани туса çак çĕре харпăрлăха куçараççĕ.

22 Нарăс, 2018

Парăма тавăрса памалла

Упăшка икĕ çул каялла çĕре кĕчĕ. Пирĕн ачасем çук. Эпĕ — пĕртен-пĕр еткерçĕ. Хăй виличчен мăшăр расписка çырсах пĕлĕшне ултă уйăхлăха кивçен панă. Халĕ çав çын укçана тавăрса парасшăн мар. «Мана кивçен паракан вилнĕ, эпĕ никам умĕнче те парăмлă мар», — тет. Эпĕ укçана тавăрса пама ыйтма пултаратăп-и?

А.АФАНАСЬЕВА.
Вăрмар районĕ
.

8 Раштав, 2017

Хăçан çул пулĕ?

Элĕк районĕнчи Тури Вылă ялĕнче хăçан çул туса парĕç-ши? Урамсене пушар машини те, «васкавлă пулăшу» та кĕрсе тухаймасть…

И.МИХАЙЛОВА.

Элĕк районĕ.

Александр ТЕРЕНТЬЕВ, Элĕк районĕн администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ:

— 2012 çулта Тури Вылă ялĕнчи çула вак чул сарса хытарнă. Ку ĕç-хĕле каярахпа та кашни икĕ çулта пĕрре пурнăçланă. 2017 çулта 165 метр вак чул сарнă.

8 Авăн, 2017

Мотоблока регистрацилемелле-и?

Тракторист удостоверенийĕ ку транспортпа çÿреме ирĕк парать-и?

Ю.ТАРАСОВ.

Çĕрпÿ районĕ.

 

Чăваш Республикин техника надзорĕн патшалăх инспекцийĕнче пĕлтернĕ тăрăх — мотоблоксене технадзор органĕсенче регистрацилемелле мар. Тракторист-машинистăн /трактористăн/ удостоверенийĕ мотоблокпа çÿреме ирĕк паракан документ шутланмасть.

Pages