Валентина БАГАДЕРОВА хатĕрленĕ.

27 Ака, 2018

«Хыпар» никĕслевçине асра тытса

Çу уйăхĕн 17-мĕшĕнче Шупашкарти Н.В.Никольский ячĕллĕ професси колледжĕнче Никольский вулавĕсем уçăлаççĕ.

Республика шайĕнче иртекен ăслăлăх-практика конференцийĕ çитĕнекен ăрăва пĕтĕмĕшле глобализаци тата цифровизаци саманинче кăмăл-сипет воспитанийĕ парассин ыйтăвĕсене тĕпе хурать. Мероприятие Раççейри Ырă тăвакан çулталăкне тата чăвашсен пĕрремĕш профессорĕ, «Хыпар» хаçат никĕслевçи Николай Никольский çуралнăранпа 140 çул çитнине халалланă.

10 Ака, 2018

Чечняра лекци вуланă

И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ профессорĕ, культурологи докторĕ Владимир Васильев Чечня патшалăх университечĕн истори факультетĕнче чăваш халăх историйĕпе культури çинчен лекци вуланă.
Философи наукисен докторĕ Т.Мазянова профессор палăртнă тăрăх — Чечня Республикин хальхи историйĕнче Чăваш Ен профессорĕ лекци вулани пулман-ха. Вăл çавăн пекех çак ĕçтешлĕх икĕ университетăн туслă çыхăнăвне аталантарма пулăшакан никĕс пулса тăнине çирĕплетнĕ.

10 Ака, 2018

Çурхи сунар пуçланать

Чăваш Енре çурхи сунар кунĕсем пуçланаççĕ. Ака уйăхĕн 21-30-мĕшĕсенче вĕçен кайăксене тытма ирĕк параççĕ.
Кăçал çурхи сунар вунă куна тăсăлать. ЧР Çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх — çак тапхăрта 3-9 сехетсенче ăсан аçисене, 4-9 тата 18-21 сехетсенче хур, кăвакал аçисене хÿтлĕхре пытанса тытма юрать. Çавăн пекех вальдшнеп сунарĕ уçăлать. Кайăка 19-22 сехетсенче тытма ирĕк параççĕ.

13 Пуш, 2018

Çур акине хатĕрленеççĕ

Республикăри хуçалăхсем çурхи уй-хир ĕçĕсене ирттерме хĕрсех хатĕрленеççĕ.

Ял хуçалăх организацийĕсенче тата хресчен-фермер хуçалăхĕсенче çурхи тата пăрçа йышши культурăсен вăрлăхне 50,5 пин тонна /кирлĕ виçен 102,7 проценчĕ/ хатĕрленĕ. Пуш уйăхĕн 12-мĕшĕ тĕлне 47,9 пин тонна вăрлăха тĕрĕсленĕ, 66 процент /31,5 пин тонна/ кондицие ларнă.

27 Нарăс, 2018

Паттăра асăнса тата хисеплесе

Çĕршыв хÿтĕлевçин кунĕнче Патăрьел районĕнчи Анат Туçа ялĕнче Совет Союзĕн Геройне П.Кузнецова асăнса спартакиада иртнĕ.
Ăмăртăва уçма хĕрĕ Альбина Мышкина, мăнукĕ Павел, «Звезда» ЯХПК председателĕ Александр Торговцев, шкул директорĕ Наталия Кузнецова, ыттисем хутшăннă. Анат Туçари пуçламăш шкул вĕренекенĕсем концертпа савăнтарнă. Унтан ăмăртусем пуçланнă.

Pages