Комментари хушас

10 Ака, 2018

Чечняра лекци вуланă

И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ профессорĕ, культурологи докторĕ Владимир Васильев Чечня патшалăх университечĕн истори факультетĕнче чăваш халăх историйĕпе культури çинчен лекци вуланă.
Философи наукисен докторĕ Т.Мазянова профессор палăртнă тăрăх — Чечня Республикин хальхи историйĕнче Чăваш Ен профессорĕ лекци вулани пулман-ха. Вăл çавăн пекех çак ĕçтешлĕх икĕ университетăн туслă çыхăнăвне аталантарма пулăшакан никĕс пулса тăнине çирĕплетнĕ.
Чечня патшалăх университечĕ — Çурçĕр Кавказри аслă шкулсенчен чи асли. Унăн тытăмĕнче — вунă факультет, икĕ институт, 84 кафедра. Хĕрĕх вĕрентÿ программи пурнăçланать. Вузра 21 пин ытла çын вĕренет, 152 наука докторĕ тата 380 наукăсен кандидачĕ ĕçлет.
Сăмах май, хальхи вăхăтра И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУра Чечня Республикинчен килнĕ 50 ытла студент вĕренет.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.