Çĕршĕн ял-йышпа вăрçăнмаллах-ши?

22 Нарăс, 2018

Хисеплĕ «Хыпар» хаçат ĕçченĕсем! Эпир сире иртнĕ çултанпах канăç паман ыйтупа чăрмантаратпăр. Чăваш ялĕсем пуçланнăранпах халăха пĕр урамран теприне çÿреме меллĕрех пултăр тесе тăкăрлăксем хăварнă. Вĕсем ялта пурăнакансемшĕн тавра çаврăнса çÿриччен, чăнах та, питĕ кирлĕ çулсем шутланнă. Халĕ те çаплах. Анчах та юлашки вăхăтра урăхларах пулăмсем куратпăр. Тăкăрлăкпа юнашар пурăнакансем вĕсене никамран ыйтма-сăрах хупса хурса çынсене çÿреме чараççĕ. Кайран вара межевани туса çак çĕре харпăрлăха куçараççĕ. Кÿршĕсемпе çакăнта пурăнакансемшĕн пăтăрмахлă япала пулса тухать. Ĕмĕр тăршшĕпех çак çулсемпе утнă хыççăн, паллах, кунта вăрçă-харçăсăр пулмасть. Аслăрах çулсенчи çынсен сăмахĕсемпе килĕшменни, вырăнти ял тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхне шута хуманни мĕн патне илсе çитерет-ши? Ял хушшинчи пур тăкăрлăка та хупса хурсан каярахпа урампа та çÿреме чармĕç-ши? Тăкăрлăксене хупни ватă çынсене лавккана, ачасене çил-тăманлă кунсенче шкула çÿреме пысăк чăрмав кăларса тăратрĕ. Кĕçĕн классенче вĕренекенсем шкул автобусĕ чарăнакан вырăна çитеймесĕр икĕ-виçĕ кун уроксене сиктерчĕç. Çил-тăмана пула сĕт пухакан машина та урамсене кĕреймерĕ. Сĕте асфальт сарнă çул çине илсе тухма тăкăрлăксене хупни чăрмантарчĕ.

Усала аса илмесĕр ырри пулмасть тенĕ ваттисем. Пушар тухас пулсан мĕн курмалла? Аякран пулăшу киличчен ял халăхĕ чăн малтан пулăшу пама чупать. Халĕ çынсен тавра çаврăнма тивет. Тепĕр чухне пĕр минут та çын пурнăçне çăлма пултарнине пурте пĕлетпĕр-çке.
Ĕмĕрĕпех пулнă тăкăрлăксене хăй ирĕкĕпе хупма е харпăрлăха куçарма юрани пирки калакан саккун пур-и? Çĕр чиккисене палăртнă чухне кÿршĕпе те калаçса килĕшмелле-çке. Çак тавлашуллă ыйтусене татса пама сирĕнтен пулăшу ыйтатпăр.

Вăрнар районĕнчи Уйкас Явăш
ялĕнче пурăнакансем.

Ял халăхĕ чунне ыраттарса çырнă ыйтăва хуравлама Федерацин патшалăх регистрацийĕн, кадастр тата картографи службин Чăваш Республикинчи управленийĕпе çыхăнтăмăр. Ведомствăн пресс-служби çакăн пек хурав пачĕ: «Çав çынсем çĕр лаптăкĕсен харпăрлăх прависене çирĕ-плетнĕ тĕк — пĕтĕмпех саккунпа килĕшсе тăрать. Регистраторсем лаптăкпа çыхăннă мĕн пур документа тĕрĕслеççĕ. Ахăртнех, вĕсем çĕре арендăна илнĕ. Кирек мĕнле пулсан та лаптăксене ял тăрăхĕн администрацийĕ парать. Апла тăк унăн çак ĕç-хĕле пурнăçлама ирĕк паракан сăлтавсем пулнă.

Тăкăрлăксене саккуна пăсса хупса хунă тăк — Росреестрăн Чăваш Республикинчи управленине е прокуратурăна çĕр надзорĕн йĕркине пурнăçлама ыйтса çыру çырăр. Росреестрăн çĕр инспекторĕ тĕрĕсленĕ хыççăн çынсем мĕнле майпа çĕре харпăрлăха илнине тупса палăртĕ. Енчен те вĕсем лаптăка хăйсем тĕллĕн çавăрса илнĕ тĕк — штрафлаççĕ, йăнăша тÿрлетме предписани параççĕ».

Уйкас Явăш ялĕ кĕрекен Мăн Явăш ял тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕ Андрей Васильев çирĕплетнĕ тăрăх — хайхи гражданин тăкăрлăка пÿлсе хуни саккунпа килĕшсе тăрать. «Ку тăкăрлăк сарлака мар, çын çÿремелĕх кăна. Ĕлĕк колхозниксен пухăвĕнче, мĕнле сăлтавсене пула, пĕлместĕп, анчах ăна протокол çырсах пÿлме йышăннă, — ăнлантарчĕ Андрей Анатольевич. — Ку пăтăрмах икĕ çул каялла пуçланчĕ. Унччен çав тăкăрлăкпа халăх ирĕклĕн çÿренĕ. Халĕ тем пулчĕ çав çынна — çула хупласа хучĕ. Документсем тăрăх пăхсан вăл йăлтах тĕрĕс тăвать. Анчах пĕр метр çурă çĕршĕн ял-йышпа вăрçăнмаллах-ши? Çĕршĕн нихçан та çынпа вăрçăнма хушман. Сахал мар калаçнă унпа. Анчах, шел те, ниепле те ăнлантарма май килмест». Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.