Роза ВЛАСОВА.

26 Чÿк, 2021

«Нумай проект пурнăçланă, тĕллевсем те пысăк»

Паян Республикăри клиника больницин акт залĕнче ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерствин тата Чăваш Республикинчи Роспотребнадзор управленийĕн пĕрлехи анлă ларăвĕ иртрĕ. Унăн ĕçне Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев хутшăнчĕ.

Олег Алексеевич асăннă сферăсенче çак тапхăрта вăй хуракансене чĕререн тав турĕ. Коронавирус инфекцийĕ йывăрлăхсем кăларса тăратнă пулсан та нумай проекта пурнăçа кĕртнине палăртрĕ вăл.

23 Чÿк, 2021

«Больницăсенче черетсем çук, вакцинацилес ĕç кал-кал пырать»

Чӳк уйăхĕн 23-мĕшĕ тĕлне республикăна пĕтĕмпе 611594 вакцина килнĕ. Ку вăл планпа пăхнин 80,5 проценчĕ. Палăртнă тăрăх, Чăваш Енри халăхăн /аслă ӳсĕмрисене/ 80,5 процентне /760210 çынна/ прививка тутармалла. ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕн пĕрремĕш çумĕн тивĕçĕсене пурнăçлаканĕ Алексей Кизилов пĕлтернĕ тăрăх, паянхи кун Чăваш Енри медицина учрежденийĕсенче Гам-Ковид-Вак /Спутник V/ , «СпутникЛайт», ЭпиВакКорона, КовиВак вакцинăсем çителĕклĕ.

12 Чÿк, 2021

Ÿпки 100 проценчĕпех сиенленнĕ хĕрарăма больницăран кăларнă

Паян Шупашкарти Афросинсен çемйишĕн калама çук хаваслă кун. Ирина Афросинăна ача кĕтнĕ тапхăрта коронавирус инфекцийĕ ернĕ. Унăн ӳпки çĕр проценчĕпех сиенленнĕ. Амăшĕпе пепкине çăлса хăварас тĕллевпе тухтăрсем ăна маларах кесерь мелĕпе çураттарнă.

Pages