Пулайкассисем флешмоба тухнă
Красноармейски районĕнчи Пулайкассисен тунсăхлама вăхăт çук. Отставкăри милици полковникĕпе Вячеслав Александровпа унăн мăшăрĕ Регина Яковлевна пуçарнипе ялта тăтăшах тĕрлĕ мероприяти иртет.
Ялти ачасемпе çамрăксем валли вĕсем хăйсен укçипе час-часах тĕрлĕ ăмăрту йĕркелеççĕ, парнесем параççĕ. Иртнĕ канмалли кунсенче вара вĕсем Владимир Путин Президента хӳтĕлесе флешмоба тухнă. Раççей ялавĕсене вĕлкĕштернĕ. Лару-тăру йĕркеленессе çирĕп шанаççĕ Пулайкассисем.