Роза ВЛАСОВА.

19 Çĕртме, 2020

Медицина ĕҫченĕсен кунĕ ячĕпе саламларĕҫ

Паян ЧР Правительство ҫуртĕнче ВКС мелĕпе шурӑ халатлисене ҫывхарса килекен Медицина ĕҫченĕсен кунĕ ячĕпе саламларĕҫ.

Аса илтеретпĕр: сывлӑх хуралĕнче ĕҫлекенсен кунне ҫулсеренех ҫĕртме уйӑхĕн виҫҫĕмĕш канмалли кунĕнче уявлаҫҫĕ. ЧР Пуҫлӑхĕн тивĕҫĕсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев Раҫҫей Федерацийĕн сывлӑх сыхлавĕнчи надзор службин пуҫлӑхĕ Алла Самойлова, ЧР сывлӑх сыхлавĕн министрĕ Владиир Степанов,"Пĕрле" фончĕн попечительсен канашĕн ертӳҫи Вячеслав Александров саламларĕҫ.

19 Çĕртме, 2020

Ертÿçи килĕшнĕрен пульмонологи уйрăмне куçнă

Профессие тĕрĕс суйлама тата пурнăçри вырăна тупма ăна ытларах икĕ çын витĕм кÿнĕ. Вĕсене чун-чĕререн тав тăвать вăл. «Тухтăр Турăран», — теççĕ ун пеккисем çинчен.

14 Çу, 2020

Федераци центрĕнче 90 койка вырӑн уҫрĕҫ

Шупашкарта вырнаҫнӑ Федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрĕнче (тĕп врач пулса кунта Николай Николаев тăрăшать) коронавирус инфекцийĕпе чирлисене сиплеме 90 койка вырӑн уҫнӑ. Кунта "таса" тата "таса мар" зонӑсем йĕркеленĕ. Центрта ĕҫлекенсем ятарлӑ курссенче вĕреннĕ.

8 Çу, 2020

Ыраш, йĕтĕн, ясмăк – чăваш юратнă культурăсем

Паян, тĕрлĕ инфекци, чир-чĕр сарăлнă вăхăтра, çынсем таса апат-çимĕç çиесшĕн, таса шыв ĕçесшĕн. Çав вăхăтрах иммунитета çирĕплетесшĕн. Сывлăхшăн усăллă çимĕç туса илес тесен несĕлĕмĕрсем çĕр çинче мĕнле культурăсем ÿстернине аса илмелле, çак ĕçе вĕсем мĕнле йĕркеленине тĕпчемелле.

Pages