Комментари хушас

29 Çу, 2020

Ача кулли илтĕнсен пурнăç ăннăн туйăнать

«Эпир вăхăта пĕрле ирттерме юрататпăр. «Пурте — пĕриншĕн, пĕри — пуриншĕн!» — пирĕн çемье девизĕ. Вĕсем пĕрле пахча çимĕç лартаççĕ, сад ĕрчетеççĕ, вăрмана, пулла каяççĕ. Е хăшĕ те пулин спорт ăмăртăвне хутшăнсан пурте ăна хавхалантарма васкаççĕ. Сăмахăм Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакан нумай ачаллă Маринăпа Анатолий Ананьевсем çинчен. Марина Станиславовнăпа Анатолий Анатольевич ултă ача пăхса ÿстереççĕ.

Ананьевсем 2018 çулта республикăра иртнĕ «Çулталăк çемйи» конкурсра çĕнтернĕ. 2019 çулта Раççейре «Нумай ачаллă чи лайăх çемье» пулса тăнă. Вĕсене пĕлтĕрхи юпа уйăхĕнче Мускаври Кремль керменне чĕнсех чысланă. «Футболла выляма кайнă чухне кĕçĕн ывăла хамăрпа илетпĕр. Курăк çинче йăраланать, вараланса пĕтет. Киле çитсен апат çиет те çывăрса каять. «Атте, эпир Лукана мечĕк лектерме пултаратпăр вĕт», — сисчĕвленеççĕ аслисем. «Темех мар, вăл сирĕнпе, пиччĕшĕсемпе, пĕрле пулни паха», — ăнлантаратăп аслă ывăлсене», — çапла пуçларĕ калаçăва Анатолий Анатольевич туслă та пысăк çемйи пирки каласа кăтартма ыйтсан.
Ананьевсен аслă хĕрĕ Татьяна 18 çулта. Коопераци колледжĕнче вĕренет, социаллă ĕçчен пулма хатĕрленет. Ваня — 15-ре. Химиксен хулинчи 20-мĕш шкулта 9-мĕш класран вĕренсе тухнă кăçал. Давид 5-мĕш класс пĕтернĕ. Саввăн вара хыçра икĕ класс юлнă. Антонина — 6-ра, ташлама юратать. Марина Станиславовна иккĕри Лукана пăхать.
«Коронавирус эпидемийĕ вăхăтĕнче килте ларма çăмăлах мар. Ывăлсемпе спорт енĕпе тренировкăсем ирттертĕм, тĕрлĕ хускану турăмăр. Эпĕ Çĕнĕ Шупашкарти 49-мĕш ача садĕнче физкультура енĕпе инструкторта ĕçлетĕп, шкулта футбол секцине ертсе пыратăп. Ывăлăмсене май тупса футболла выляттараттăм. «Çынна вăйпа юраттараймастăн», — тенине питĕ лайăх ăнланатăп. Мана аттепе анне мĕн килĕшнине суйлама ирĕк панă. Кăмăла килнине туятчĕç те пулăшса пыратчĕç. Ывăлсем футбола юратнине куратăп та — пулăшатăп, хавхалантаратăп. Халĕ, çанталăк ăшăтрĕ те, Атăл леш енчи дачăна çÿретпĕр. 9 сотка çĕр унта. Кĕçĕнреххисем дачăна уйрăмах каяс-шăн», — калаçăва сыпăнтарчĕ çемье пуçĕ.
Марина Ананьева Çĕнĕ Шупашкарта çуралса ÿснĕ. Унăн ашшĕпе амăшĕ — Çĕмĕрле тăрăхĕнчен. Марина мĕн ачаран çăмăл атлетикăпа интересленнĕ. Спорта юратниех ăна пулас мăшăрĕпе паллашма май панă. Анатолий Анатольевич 1994 çулта ашшĕ-амăшĕпе пĕрле Казахстанран Çĕнĕ Шупашкара пурăнма куçса килнĕ. Совет Союзĕ арканнă хыççăн унта пурнăç йывăрланнă. Анатолин ашшĕ – чăваш, Вăрнар районĕнчен. Амăшĕ — молдаванка. Марина Çĕнĕ Шупашкарти 43-мĕш ача садĕнче кĕçĕн воспитательте ĕçленĕ. Хĕрпе каччă 1995 çулта паллашнă. 2001 çулта туй кĕрлеттернĕ.
«Çĕнĕ Шупашкар халĕ маншăн тăванран та тăван хула. Эпĕ сакăр çул бокспа интереслентĕм. Чăваш Енри, Пĕтĕм Раççейри ăмăртусене хутшăнаттăм. Пухмачра — 40 ытла награда. 1997 çулта Мехикăра иртнĕ çамрăксен олимпиадинче бронза медаль çĕнсе илтĕм. Бокс паянхи кунчченех маншăн спортăн чи лайăх тĕсĕ. Спортпа туслă пулнине кура çĕршыври чылай хулана çитсе курма тÿр килчĕ. Çĕнĕ Шупашкар çав тери килĕшет мана. Пĕчĕк, хăтлă, тирпейлĕ, симĕс, хальхи йышши хулара пурăнма питĕ аван. Эпĕ юлташсене те кунта килсе пурăнма чĕнетĕп, Çĕнĕ Шупашкар пирки каласа кăтартатăп. Пирĕн хулара çуркунне каштан, жасмин, çĕмĕрт, сирень, улмуççи чечеке лараççĕ, шăпчăксем юрлаççĕ… Атăл та, раща та пур. Хăтлă та илемлĕ вырăнта ача-пăча ÿстерме лайăх», — чунне уçрĕ телейлĕ ашшĕ.
Вулакан асăрхарĕ пулĕ: Ананьевсем ачисене хăйне евĕр ятсем панă: Давид, Савва, Лука… Паллах, çакна мăшăр пĕр- пĕринпе калаçса тунă. Маринăн ашшĕне те кăсăклантарнă мăнукĕсен ячĕсем: «Мĕншĕн еврей ячĕсене хуратăн?» — ыйтнă вăл кĕрĕвĕнчен. «Давид Иванран, Андрейрен нимĕнпе те уйрăлса тăмасть. Мана атте Анатолий ят панă. Анчах ĕçре те, юлташсем те Толя, Толик тесе чĕнеççĕ. Пиччем Михаил ятлă, ăна пурте Миша теççĕ. Çакă, манăн шухăшпа, тĕрĕсех мар. Давида пурте Давид теççĕ. Лука та Луках, урăхла калаймăн. Хăй вăхăтĕнче ятсем пирки питĕ нумай вуларăм. Патша вăхăтĕнче Раççейре Лука анлă сарăлнă ят пулнă. Иван хыççăн иккĕмĕш вырăн йышăннă», — ăнлантарчĕ çемье пуçĕ.
Анатолий Ананьевăн кукамăшĕ молдаванка, ашшĕ грек пулнă. Амăшĕ молдаванла калаçма пултарать. Анатолишĕн вара вырăс чĕлхи тăван чĕлхе. Вăл мĕн çамрăкранпах йăх историйĕпе кăсăкланать. Ăна вăл вуннăмĕш сыпăк таран тĕпченĕ. Кăçал Ананьевсен çемйи хăйсен йăхĕн 300 çулхи историне паллă тăвĕ.
«Ултă ачана ÿстерме йывăр мар-и?» — пĕлес килчĕ манăн. «Вăрманта ăнсăртран пĕр михĕ ылтăн тупсан йăтма йывăр тесе çуррине пушатса хăвармастăр вĕт эсир. Кăмăллă йывăрлăх вăл. Хăшĕсем паян нумай ача çуратнине ырласах каймаççĕ. Ун пеккисене сăмахпа чĕпĕтсе илекенсем те пур. Юлташăмсем мана хисеплеççĕ. Эпĕ вĕсенчен вăйлăрах пулнине пĕлеççĕ. Йывăрлăх тенĕрен, пĕр ачана ÿстерекеннисен те пурах вăл. Пирĕн çав йывăрлăх унашкаллисенчен ытла мар. Пĕри кăштах кăмăлсăрлантарсан тепĕр ачи савăнтарать. Килте пĕчĕк ачасем пулмасан çурт урăхланать. Килте ача кулли илтĕнсен пурнăç малалла кайнăн туйăнать. Эсĕ вăхăтăн пĕр пайне пĕчĕк çав çынна пар-нелетĕн. Мĕн тери паха ку! Ултă ача çурататпăр тесе ятарласа планламан. Турă панă та — вĕсемшĕн савăнатпăр. «Эсĕ мана виçĕ ача çуратса паратăн-и? Паратăн пулсан качча илетĕп», — ыйтнăччĕ эпĕ хăй вăхăтĕнче пулас мăшăрăмран. «Паллах, çурататăп», — тенĕччĕ вăл ун чухне. «Эсĕ мана улталарăн. Виççĕ мар, икĕ хут ытларах çуратрăн», — шÿтлекелетĕп халĕ. Икĕ хут ытларах савăнăç кÿчĕ. Тепĕр чухне пĕрисем — асламăшĕ, теприсем кукамăшĕ патне çĕр каçмалла каяççĕ те килте шăп-шăпăрт пулса каять. Çур сехет шăплăха тÿсетĕн-ха, анчах кайран кичем пусать. «Итле-ха, мăшăрăм: ачасем килтен вĕçсе тухса кайсан мĕнле пурăнăпăр?» — тетĕп аптăранипе Маринăна», — чунне уçрĕ ултă ача ашшĕ. <...>
«Ку наградăна пире ÿстернĕ атте-аннене памалла. Вĕсем пире çакăн пек тунă. Вĕсем пирĕнпе мăнаçланма пултараççĕ. Пирĕн ăсталăхпа пултарулăха тепĕр 20-30 çултан тин хак пама юрать. Ачасем хальлĕхе пĕчĕк, пахчари калча пек кăна. Телее, атте-анне сывă. Пирĕн ачасем ку енĕпе телейлĕ тата пуян. Кукашшĕпе кукамăшĕ, аслашшĕпе асламăшĕ Çĕнĕ Шупашкарта пирĕнпе юнашарах пурăнаççĕ. Эпĕ ача чухне кукамая кăна курнă. Вăл та пулин ир вилчĕ. Çуллахи каникулта юлташсем аслашшĕ-асламăшĕ патне каятчĕç те картиш пушанса юлатчĕ. Тусăмсене ăмсанаттăм. «Аслисем мĕнпе илĕртеççĕ- ши?» — шутлаттăм ун чухне. Халĕ ăнланатăп: мăнукĕсене питĕ юратаççĕ ватăсем. Вĕсем валли ятарласа кукăль-пÿремеч, тутлă ытти çимĕç пĕçерсе хураççĕ. Аслă ăрупа çамрăкки хутшăнни питĕ савăнтарать. Икĕ пурнăç çук, пĕр-пĕринпе килĕштерсе, лайăх пурăнасчĕ», — чунне уçрĕ Анатолий Анатольевич. <...> Тулли верси...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.