Роза ВЛАСОВА.

4 Авăн, 2020

Йĕркелÿ комитечĕн пĕтĕмлетÿллĕ ларăвĕ иртрĕ

Паян Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче Шупашкар хулин 550 çулне, Чăваш автономи облаçне йĕркеленĕренпе 100 çул çитнине уявлас енĕпе пуçарнă йĕркелÿ комитечĕн пĕтĕмлетÿллĕ ларăвĕ иртрĕ. Унăн ĕçне Чăваш Ене ĕçлĕ çÿревпе çитнĕ РФ культура министрĕн çумĕ Ольга Ярилова, ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев, республикăри культура учрежденийĕсен ертÿçисем хутшăнчĕç.

7 Çурла, 2020

Халăха лайăх çул-йĕр кирлĕ

Йĕпреç районĕнчи Пучинке ялне кĕçех çĕршывĕпех пĕлме пуçлĕç. Кунти сĕт-çу заводĕнче кĕркунне тĕрлĕ йышши хытă сырсем кăларма тытăнĕç. Вĕсем хăвăрт пулса çитекен йышшисем. Чăваш Енре кун пек цех халиччен пулман. Хальлĕхе пирĕн патра çемçе сырсем кăна кăлараççĕ.

5 Çурла, 2020

«Авалхи тĕнпе пурăнакансем патĕнче пултăмăр»

«Çĕр чăмăрĕ çинчен хуртсем çĕтсен тепĕр тăватă çултан этемлĕх пĕтет», - теççĕ. Çакна асрах тытать ЧР ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, республикăри паллă хурт-хăмăрçă Николай Пирожков.

28 Утă, 2020

Çырла татаççĕ, кăшман кăлараççĕ

«Кăçал хура çырла хура хурлăхан пек шултра. Кусене хĕрĕмпе ывăлăм пуçтарчĕç», — хавхаланса калаçрĕ çул çинче тĕл пулнă, Патăрьеле васкакан водитель. Вăрманăн пылак çимĕçне вăл Патăрьел пасарĕнче сутать. Пĕр витре хура çырла паянхи кун 1 пин тенкĕрен кая мар  тăрать. Ишлĕ Шетмĕ, Ульяновка, Люля, Пăлапуç Пашьел ялĕсенчи ачасем çуллахи каникул вăхăтĕнче ахаль лармаççĕ, витре йăтса кашни кунах вăрмана çырла пухма чупаççĕ. Çапла майпа кăштах нухрат ĕçлесе илеççĕ.

Pages