Комментари хушас

31 Утă, 2020

Чирлекенсен йышĕ чакса пырать

Паян ЧР Правительство çуртĕнче оперштабăн черетлĕ ларăвĕ пулчĕ. Унăн ĕçне ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев йĕркелесе ертсе пычĕ.

Лару-тăру майĕпен йĕркеленсе пырать. Коронавируспа чирлекенсен йышĕ республикăра эрнесерен чакса пырать. Амак ернипе нушаланакансем ытларах 50-59, 40-49 çулсенчисем. Ÿпке чирĕпе /пневмонипе/ аптăракансен йышĕ те чакнă. Калăпăр, утă уйăхĕн пуçламăш эрнинче усал çак чир 438 çынна ернĕ тĕк, уйăхăн юлашки эрнинче 309 çын чирленĕ. ОРВИ-пе утă уйăхĕн малтанхи эрнинче 4000 ытла çын аптăранă тăк, юлашки эрнинче 2800 çын чирленĕ. Çапла палăртрĕç канашлура. Иртнĕ эрнере те ятарлă ушкăнсем Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкарти ресторансемпе кафесене тĕрĕсленĕ. «Варвара» ресторанта, «Лимонад» кафере йĕркене пăснă чылай тĕслĕхе тупса палăртнă. «Лимонад» ĕç-хĕлне чарса лартнă.

Иртнĕ эрнере Улатăр тăрăхĕнчи Атратьри психоневрологи интернатĕнче пурăнакансен хушшинче коронавирус инфекцийĕ сарăлнă. Çакă ÿт температури ÿснĕ, чирлĕ çынсене изоляцие вăхăтра куçарманнипе, профилактика ĕçĕсене çителĕклĕ туманнипе çыхăннă. Умра — кĕркунне, грипп тата ОРВИ сезонĕ çывхарать. Çавăнпа вакцинаци тăвассине халех пуçăнмаллине аса илтерчĕ Олег Николаев. Тĕплĕнрех — «Хыпар» хаçатăн черетлĕ кăларăмĕнче.

www.hypar.ru

Рубрика: