Комментари хушас

19 Çĕртме, 2020

Ертÿçи килĕшнĕрен пульмонологи уйрăмне куçнă

Профессие тĕрĕс суйлама тата пурнăçри вырăна тупма ăна ытларах икĕ çын витĕм кÿнĕ. Вĕсене чун-чĕререн тав тăвать вăл. «Тухтăр Турăран», — теççĕ ун пеккисем çинчен. Сăмахăм Шупашкарти хулан тĕп больницинче тĕп тухтăрăн çумĕнче, пульмонолог-тухтăрта ĕçлекен Людмила Щукина çинчен.

КĔСКЕН
Людмила Щукина Сĕнтĕрвăрри хулинче çуралса ÿснĕ. Шкултан ылтăн медальпе вĕренсе тухнă. 1991-1997 çулсенче И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетĕнче вĕреннĕ. Университетран вĕренсе тухнă хыççăн хулан тĕп больницинче, терапи уйрăмĕнче тухтăрта ĕçлеме пуçланă. 1999 çулта пульмонологи уйрăмне куçнă. Аслă категориллĕ врач. Ĕçри çитĕнÿсемшĕн, пуçарулăхпа, хастарлăхпа палăрнăшăн ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерствин Хисеп хутне, ытти наградăна тивĕçнĕ.

— Людмила Владимировна, Медицина ĕçченĕн кунĕ çывхарать. Мĕнле кăмăлпа кĕтсе илетĕр кăçал хăвăрăн уява?
— Коронавирус инфекцийĕ сарăлнăран малашлăх шухăшлаттарать пулин те лайăх кăмăл-туйăмпа, ыррине шанса кĕтсе илетпĕр. «Инфекцие парăнтаратпăрах», — тесе шухăшлатăп эпĕ. Хамăн профессие юрататăп та уявне те кăмăллатăп.
Калăр-ха, эсир мĕншĕн ку профессие суйланă?
— Шкулта вĕреннĕ вăхăтра эпĕ анне пек педагог пулма ĕмĕтленеттĕмччĕ. Анне Клавдия Ермолаевна Сĕнтĕрвăрри хулинче вырăс чĕлхипе литератури вĕрентетчĕ. Атте Владимир Васильев совет тапхăрĕнче милици полковникĕччĕ. Сĕнтĕрвăрри хулинче милици пуçлăхĕнче, каярах Шупашкарта следстви управленийĕнче ĕçлерĕ. Шел, пирĕнтен яланлăхах уйрăлса кайнă ĕнтĕ вăл. Мухтав Турра, анне пурăнать-ха. Халĕ 73 çулта. 10-мĕш класра вĕреннĕ чухне хамăн шухăша улăштартăм. Çынсене пулăшас, сиплес туртăм çуралчĕ. Тухтăр пулма тĕв турăм. Çак утăма тума аннен шăллĕ Виталий Николаев витĕм кÿчĕ. Вăл ун чухне Сĕнтĕрвăрри хулинче лор-тухтăрта ĕçлетчĕ. Ĕçне шутсăр юрататчĕ, халăх ăна хисеплетчĕ. Халĕ, икĕ теçетке çул ытла тухтăрта ĕçленĕ хыççăн, çак профессие суйланăшăн нимĕн чухлĕ те ÿкĕнместĕп. Шурă халатлă çыннăн ĕçĕ çăмăлах мар пулин те тĕрĕс тунă тесе шухăшлатăп хама. Шурă – тасалăх палли. Ĕçе лайăх пурнăçланисĕр пуçне пирĕн ыттисемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче пулмалла, чун-чĕре илемне упрамалла. Çынна эмелпе кăна мар, ăшă сăмахпа та сиплеме пĕлмелле.
Мĕншĕн пульмонолог енĕпе каяс тенĕ эсир?
— Эпĕ сиплев ĕçĕ енĕпе пĕлÿ илнĕ. Терапевтсене хатĕрлеççĕ унта. Пульмонологи — терапи пайĕ шутланать. Диплом илсенех Шупашкарти строительсен поликлиникинче терапи уйрăмĕнче терапевтра ĕçлеме тытăнтăм. Тăхăр уйăхран пульмонологи уйрăмĕнче вырăн пушанчĕ. Вара эпĕ хаваспах çав уйрăма куçрăм. Мĕншĕн тесен мана пульмонологи уйрăмĕн заведующийĕ Галина Александрова çав тери килĕшетчĕ. Вăл маншăн тĕслĕх врач вырăнĕнчеччĕ. Çын пек те, хĕрарăм пек те питĕ кăмăла килетчĕ. Пысăк чĕреллĕ çынччĕ. Яланах пурне те пулăшатчĕ, никама та кÿрентерместчĕ. Унăн умĕнче — бомж е тÿре-шара, депутат тăрать — пĕрехчĕ. Çынсене уйăрмастчĕ, социаллă статуса пăхмастчĕ. Çынсем уншăн пурте пĕр танччĕ. Пуринпе те пĕрешкел калаçатчĕ. Çакă илĕртрĕ те мана унра. Ĕçри вăрттăнлăхсене те унран нумай вĕренсе пытăм. Малалла вулас...

www.hypar.ru

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.