Петр СИДОРОВ

4 Авăн, 2015

Икĕ уяв пĕр тĕвĕре

Лаш Таяпара 1840 çулта аслă Пăлапа Лаща юханшывĕсен хутлăхĕнче Çветтуй Турă Амăшĕн чиркĕвĕ уçăлнă. Çавăн хыççăн тепĕр уйăхранах православи чиркĕвĕн настоятелĕ Николай Рожденственский тăрăшнипе паянхи Елчĕк районĕн территорийĕнче пĕрремĕш шкул ĕçлеме пуçланă.

4 Авăн, 2015

Йĕпреçри «Патвар» тимĕр вăййине юратакансене кĕтет

Ĕлĕкрех кире пуканĕ йăтассипе ирттернĕ республикăри ăмăртусенче малти вырăнсене пуринчен ытларах Елчĕк, Канаш тата Патăрьел районĕсен атлечĕсем йышăннă. Çĕнĕ ĕмĕр пуçланнăранпа вара Йĕпреç районĕнчи Пучинке тăрăхĕнчи пăхаттирсем савăнтарма пуçларĕç.

31 Çурла, 2015

Кире пуканĕ йăтаканĕсем - чи пултаруллисем

Август уйăхĕн вĕçĕнче Ульяновск облаçĕнче Олимп вăййисен программине кĕмен тата наци спорчĕсен Пĕтĕм Раççейри фестивалĕ иртнĕ. Унта çĕршывăн 54 регионĕнчен 1500 яхăн физкультурник вăй виçнĕ. Пĕлтĕр пуçласа йĕркеленĕ спорт мероприятийĕнче пирĕн республикăри кире пуканçăсемпе кĕрешÿçĕсем лайăх ăмăртнăччĕ. Кăçал вара фестивальте тимĕр вăййине юратакансем кăна палăрнă.

7 Çурла, 2015

Шупашкартан - тĕнче чемпионатне

Августăн 3-5-мĕшĕсенче Шупашкарти «Олимпийский» тĕп стадионта çăмăл атлетика енĕпе пулса иртнĕ çĕршывăн чемпионатĕнче 64 регионти 794 спортсмен вăй виçрĕ. Йăлана кĕнĕ тăрăх - суперлигăра пĕр-пĕринпе вунă команда тупăшрĕ. Малти виçĕ вырăна Мускав хулин 1-мĕш, Мускав облаçĕн тата Санкт-Петербург командисем йышăнчĕç.

Pages