Петр СИДОРОВ

18 Ака, 2014

Чемпионсем яш-хĕршĕн тĕслĕх пулччăр

Чăваш Енри чылай район-хулара хĕллехи Олимп вăййисен сезонне савăнăçлă лару-тăрура пуш уйăхĕн иккĕмĕш çурринче хупрĕç. Хăш-пĕр биатлонистпа хоккеист вара хăйсен илемлĕ те çăмăл мар тумне çак кунсенче кăна хыврĕç. Малалла вулас...

4 Ака, 2014

Хĕллехи сезон вĕçленчĕ, анчах...

Чылай хулапа районта кăçалхи хĕллехи сезона пуш уйăхĕн вĕçĕнче кăна хупрĕç. Республикăн кăнтăр енчи районсенчи ял хуçалăх предприятийĕсемпе акционерсен пĕрлешĕвĕсен уй-хирте çурхи хĕрÿ ĕçсем пуçланнă май вĕсене ертсе пыракан хăш-пĕр пуçлăх физкультурăпа спорт мероприятийĕсене вăхăтлăха хутшăнма пăрахрĕ. Республикăри федерацисемпе спорт шкулĕсенче, çавăн пекех физкультурăпа çыхăннă уйрăм коллективсенче Олимп сезонне пĕтĕмлетсе анлă ларусемпе ытти мероприяти йĕркелеме палăртаççĕ.

29 Пуш, 2014

Чăваш Ен команди - пиллĕкмĕш

Ярославль облаçĕнчи Рыбинскри «Метеор» спорт керменĕнче юниорсен хушшинче çĕр-шывра мала тухассишĕн иртнĕ Пĕтĕм Раççейри ăмăртура 34 регионти 200 ытла каччăпа хĕр вăй виçрĕç.

Командăсен тупăшăвĕнче малти пилĕк вырăна Тюмень тата Омск облаçĕсен, Краснодар крайĕн, Пушкăрт тата Чăваш республикисен командисем йышăнчĕç. Пĕрремĕш теçеткере çавăн пекех - Томск, Ярославль облаçĕсен, Мускав хулин, Челябинск тата Вологда облаçĕсен спортсменĕсем. Çапла, çĕр-шыври чи вăйлă çамрăк пăхаттирсем Уралпа Çĕпĕр тăрăхĕнче ытларах пурăнаççĕ.

Pages