Петр СИДОРОВ

5 Çурла, 2014

Теллинсем - паллă та мухтавлă йăх

Аслă тата Кĕçĕн Пăла шывĕсен хутлăхĕнчи чылай яла 300-400 çул каялла республикăн çурçĕр-хĕвел тухăç тăрăхĕсенчен, тĕрĕсрех, паянхи Вăрмар тата Куславкка районĕсенчен, çавăн пекех Хусан кĕпĕрнин авалхи Сĕве уесĕнчи саласенчен куçса килнĕ чăвашсем никĕсленĕ.

2 Çурла, 2014

Пăхаттирсем Шупашкарта пухăнĕç

Кире пуканĕ йăтассипе çичĕ хут - тĕнче, çĕр-шыв чемпионĕ ятне вунă хут ытла çĕнсе илнĕ Раççей спорчĕн тава тивĕçлĕ мастерĕ Сергей Кириллов тимĕр вăййипе вун виçĕ çулта чухне Куславккари интернат шкулта вĕреннĕ вăхăтра туслашнă.

19 Утă, 2014

Тĕнче чăваш пикисенчен тĕлĕнет

Атăлпа Кама хутлăхĕнче тĕпленнĕ пирĕн авалхи халăх çинчен ĕлĕкрех Европăн хĕвел анăç пайĕнчи çĕр-шывсенче пĕлсех те кайман. Иртнĕ ĕмĕр варринче вара Чăваш Ене чăн-чăн чăваш арĕсем чапа кăларма пуçларĕç.

18 Утă, 2014

Тĕнче чемпионки çитĕнекен ăрăва хавхалантарать

Космоспа компьютер тата çĕнĕ ытти технологи саманинче вăхăт иртни пачах сисĕнмест. Уйрăмах тĕрлĕ енлĕ аталаннă, яланах малалла ăнтăлакан çамрăк çыншăн. Маунтинбайк енĕпе тĕнчен икĕ хут чемпионкишĕн, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕшĕн, И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн аспиранчĕшĕн Ирина Калентьевăшăн уйрăмах.

15 Утă, 2014

Ирина Калентьевăн вун пĕрмĕш «ылтăнĕ»

20 çул каяллахи тÿлек те ăшă куна аса илетĕп. Утă уйăхĕн варринче ун чухне Шупашкарăн хĕвел анăç районĕнчи сарлака та тарăн çырма таврашĕнче хывнă йывăр трасса çинче пуçласа маунтинбайк енĕпе Раççей чемпионатне ирттерчĕç.

Pages