Йĕпреçри «Патвар» тимĕр вăййине юратакансене кĕтет

4 Авăн, 2015

Ĕлĕкрех кире пуканĕ йăтассипе ирттернĕ республикăри ăмăртусенче малти вырăнсене пуринчен ытларах Елчĕк, Канаш тата Патăрьел районĕсен атлечĕсем йышăннă. Çĕнĕ ĕмĕр пуçланнăранпа вара Йĕпреç районĕнчи Пучинке тăрăхĕнчи пăхаттирсем савăнтарма пуçларĕç. Европăри тата çĕршыври турнирсенче çĕнтерсе Владимир Петров - тĕнче спорт мастерĕн, Артем Васильев, Александр Семеновпа унăн мăшăрĕ Люба Эллина, Джанита Павлова, Марина Федорова тата Андрей Кузьмин Раççей спорт мастерĕн нормативне пурнăçларĕç.

Юлашки çулсенче Йĕпреç поселокĕнчи «Патвар» физкультурăпа сывлăх комплексĕ тимĕр вăййине юратакансен хăйнеевĕрлĕ центрĕ пулса тăчĕ. Виçĕ çул каялла кунта çирĕм районти пăхаттирсем Чăваш Енри ял спорт вăййисенче мала тухассишĕн вăй виçрĕç. Пĕлтĕр вара «Патварăн» илемлĕ те хăтлă залĕнче хамăр республикăри тата кÿршĕллĕ регионсенчи 200 ытла атлет «Хыпар» хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн Пĕтĕм Раççейри XXXI турнирта тупăшрĕ.

Ыран - Йĕпреçре тимĕр вăййине юратакансен черетлĕ пысăк уявĕ. Шăматкун «Патвар» комплексра кире пуканĕ йăтассипе ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн, Раççей спорт мастерĕн Ю.А.Поповăн парнисене çĕнсе илессишĕн республикăри уçă турнир пуçланать. Помост çине яшсемпе тата хĕрсемпе пĕрле паллă кире пуканçăсем, Европа тата тĕнче чемпионĕсем тухаççĕ. Ăмăрту 11 сехетре пуçланать.

Петр СИДОРОВ.

Ольга ПАНОВА сăнÿкерчĕкĕ

Рубрика: