Петр СИДОРОВ

4 Çурла, 2015

Ĕнер Шупашкарта Раççейри çăмăл атлетсен чемпионачĕ пуçланчĕ

Çĕнĕ ĕмĕр пуçланиччен çăмăл атлетика енĕпе çĕршыв чемпионачĕсене тĕпрен илсен Мускавра е Санкт-Петербургра ытларах ирттернĕ. XXV тата XXVI Олимп вăййисенче чăвашсен илемлĕ те вăйлă пикисем, СССР спорчĕн тава тивĕçлĕ мастерĕсем Валентина Егоровăпа Елена Николаева икшер ылтăнпа кĕмĕл медальсем çĕнсе илнĕ хыççăн Шупашкар Раççейри çăмăл атлетикăн тĕп хули пулса тăчĕ. Çакна пирĕн хулари хăтлă стадионта улттăмĕш хут çĕршыв чемпионатне йĕркелеме май килни те çирĕплетет.

28 Утă, 2015

Европа чемпионатĕнчен - виçĕ ылтăн медальпе

Болгарири Варна хулинче кире пуканĕ йăтассипе Европа чемпионачĕ иртнĕ. Помост çине 20 çĕршыври 250 ытла атлет тухнă.

Хура тинĕс хĕрринчи чи илемлĕ хуласенчен пĕринче Раççей чысне пирĕн республикăри спортсменсем уйрăмах лайăх хÿтĕленĕ. Чăваш ялхуçалăх академийĕн экономика факультечĕн студентки Анастасия Александрова 24 килограмлă снаряда малтан сылтăм, унтан сулахай алăпа сулласа 98 хут çĕкленĕ, 68 килограмчченхи виçери спортсменсен хушшинчи чи лайăх кăтартупа палăрса Европа чемпионки ятне çĕнсе илнĕ.

28 Утă, 2015

Спорт мучисемпе асаннесене çамрăклатать

Çулталăк çурă каялла республикăри спорт ветеранĕсен çĕнĕ канашне çирĕплетрĕç. 1970 çулсенче пуçарнă пархатарлă юхăма ертсе пыма Пĕтĕм Раççейри "Урожай" ирĕклĕ физкультурăпа спорт обществин председателĕнче совет самани вĕçленес тапхăрта ĕçленĕ В.С.Шоркина шанчĕç. Василий Сергеевич тăрăшнипе 40-50 çултан аслăрах спорт ветеранĕсем пĕлтĕрех кашни уйăхра тенĕ пекех тĕрлĕ ăмăртăва хутшăнма пуçларĕç.

14 Утă, 2015

Чи яваплă стартсем умĕн

Иртнĕ ĕмĕр варринчен пуçласа пирĕн республикăра çăмăл атлетика тĕп спорт енĕсенчен пĕри шутланать. Чăваш спортсменĕсем 1956 çултанпа - Олимп вăййисенче, çавăн пекех Европа тата тĕнче чемпионачĕсенче пуринчен те ытларах медаль çĕнсе илнĕ. Паян Чăваш Енре пурăнакан кашни иккĕмĕш олимпиец - çăмăл атлет.

14 Утă, 2015

Маттур, Полина! Мухтанатпăр санпа!

Пирĕн саманара çултан-çул аталанса пыракан пысăк спортра студентсен Пĕтĕм тĕнчери Универсиади хăйĕн пĕлтерĕшĕпе çуллахи Олимп вăййисем хыççăн иккĕмĕш вырăнта тăрать.

Pages