Универсиада

22 Утă, 2015

Чăваш хĕрĕсемпе каччисене Олимпиада та кĕтсе илтĕр!

Нумаях пулмасть Кăнтăр Корейăри Кванджу хулинче Пĕтĕм тĕнчери XXVIII çуллахи Универсиада иртрĕ. Раççейĕн пĕрлештернĕ команди 34 ылтăн, 39 кĕмĕл, 49 бронза медальсене тивĕçсе 2-мĕш вырăна тухма пултарчĕ. Пухмача Чăваш Ен пикисен çĕнтерĕвĕсем те пуянлатрĕç.

14 Утă, 2015

Маттур, Полина! Мухтанатпăр санпа!

Пирĕн саманара çултан-çул аталанса пыракан пысăк спортра студентсен Пĕтĕм тĕнчери Универсиади хăйĕн пĕлтерĕшĕпе çуллахи Олимп вăййисем хыççăн иккĕмĕш вырăнта тăрать.

9 Утă, 2015

Чăваш Ен хĕрĕсем - çуллахи Универсиадăра

Ăмăртăвăн пĕрремĕш кунĕнчех пирĕн çĕршыв чысне хÿтĕлекен студентсем 9 наградăна тивĕçнĕ. Трамплинран шыва сикекен Екатеринбург каччи Никита Новоселов çăмăл алăллă пулчĕ. Çĕршыв чысне тĕнче шайĕнче хÿтĕлекенскер пухмача пĕрремĕш наградăпа - «кĕмĕлпе» - пуянлатнă.