Комментари хушас

9 Утă, 2015

Чăваш Ен хĕрĕсем - çуллахи Универсиадăра

Ăмăртăвăн пĕрремĕш кунĕнчех пирĕн çĕршыв чысне хÿтĕлекен студентсем 9 наградăна тивĕçнĕ. Трамплинран шыва сикекен Екатеринбург каччи Никита Новоселов çăмăл алăллă пулчĕ. Çĕршыв чысне тĕнче шайĕнче хÿтĕлекенскер пухмача пĕрремĕш наградăпа - «кĕмĕлпе» - пуянлатнă. Июлĕн 4-мĕшĕнчех 78 килограмм таякансен хушшинче ăмăртса Алена Качоровская дзюдоистка та 2-мĕш вырăна тухнă. Пирĕн çĕршывăн тепĕр хастарĕ, Нияз Балалов, 100 килограмм тайманнисен йышĕнче вăй виçсе пьедесталăн виççĕмĕш картлашки çине тăма пултарнă. Çак виçе категорийĕнчен йывăртараххисемпе тупăшса Магомед Нажмудинов Универсиадăн кĕмĕл призерĕ пулса тăнă. Фехтовани ăмăртăвĕнче те çĕнтерÿçĕсем пур. Хĕрарăмсен хушшинче пьедесталăн иккĕмĕш тата виççĕмĕш картлашкисем çине Виктория Кузьменковăпа Юлия Личагина тăнă. Спортăн çак тĕсĕнчех Дмитрий Даниленко та палăрнă, 2-мĕш вырăн йышăннă. Шывра ишес енĕпе командăпа тупăшса Раççей хĕрĕсен квартечĕ «бронзăна» тивĕçнĕ. Вĕсенчен каччăсем те юлман - çакнашкал наградăнах илнĕ. Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.