Чăваш хĕрĕсемпе каччисене Олимпиада та кĕтсе илтĕр!

22 Утă, 2015

Нумаях пулмасть Кăнтăр Корейăри Кванджу хулинче Пĕтĕм тĕнчери XXVIII çуллахи Универсиада иртрĕ. Раççейĕн пĕрлештернĕ команди 34 ылтăн, 39 кĕмĕл, 49 бронза медальсене тивĕçсе 2-мĕш вырăна тухма пултарчĕ. Пухмача Чăваш Ен пикисен çĕнтерĕвĕсем те пуянлатрĕç. Июлĕн 20-мĕшĕнче вĕсемпе Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев тĕл пулчĕ.

Пĕтĕм тĕнчери Универсиадăна кăçал Чăваш Ен 4 хастарĕ хутшăнма пултарнă /2013 çулта - 7 спортсмен/. Хăйĕн çĕнтерĕвĕсемпе Полина Федорова пĕрремĕш савăнтарчĕ. Июлĕн 5-мĕшĕнче спорт гимнастикин пĕрлештернĕ команди /çав шутра Полина та пур/ малти вырăна тухса "ылтăна" тивĕçнĕ. Июлĕн 7-мĕшĕнче спорт мастерĕ харăсах икĕ медальлĕ пулнă: вăл ирĕклĕ хăнăхтарусем туса 1-мĕш, пĕрене çинче хăнăхтарусем пурнăçласа 2-мĕш вырăнсене йышăннă.

Мускав патшалăх машиностроени университечĕн Шупашкарти политехника институчĕн студентки Марина Пандакова 20 çухрăма хăвăрт утса "кĕмĕле" тивĕçнĕ. Унсăр пуçне çăмăл атлетика енĕпе тĕнче класлă спорт мастерĕ команда зачетĕнче 1-мĕш пулнă. Марина Универсиадăна хутшăнмашкăн Киргизири сăртлă-туллă вырăнсенче ха-тĕрленнĕ. Унăн тренерĕ Олимпиада Иванова каланă тăрăх, пике хăйĕн тĕллевĕсене пурнăçа кĕртессе, тĕнче шайĕнчи ăмăртура медаль çĕнсе илессе шаннă.

ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев Универсиадăра медальсене тивĕçнĕ пикесене саламласа малашнехи ăмăртусенче ăнăçу сунчĕ. "Чăваш Енре спорт аталаннине пурте курччăр. Эпир çитĕнекен ăру сывă пурнăç йĕркине пăхăнтăр тесе кирлĕ условисем тума тăрăшăпăр. Кашни спортсмен Олимп чемпионĕ пулма ĕмĕтленет. Сире те çакна сунатăп", - терĕ Михаил Васильевич. Спортсменсен ячĕпе Полина Федорова ăшă сăмахсем каларĕ. Вăл республикăра спорт сооруженийĕсем çĕкленнишĕн, ачасемпе çамрăксем валли тренировка ирттермелли вырăнсем пурришĕн хавхаланнине пĕлтерчĕ.

Универсиадăра лайăх ăмăртса медальсем çĕнсе илнĕ Марина Пандаковăпа Полина Федоровăна ЧР Министрсен Кабинечĕн йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн укçан хавхалантарĕç. Унсăр пуçне вĕсен тренерĕсене те - Олимпиада Ивановăпа Ирина Николаевăна - преми парĕç.

Ирина КОШКИНА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.