Ольга КАЛИТОВА.

22 Пуш, 2018

Хĕрĕн аскăнлăхĕ амăшне тĕрмене çитернĕ

Канаш районĕнчи пĕр ялта 47-ри хĕрарăм пĕрле пурăнакан арçыннине вĕлерме тăнă, ăна çĕçĕпе икĕ хутчен чикнĕ. Мĕншĕн? Хайхискер саккунлă мар упăшкине тăван хĕрĕпе тытнă. Кÿршĕсем чупса пынă, васкавлă медицина пулăшăвĕ хăвăрт çитнĕ. Суранланнăскер чĕрĕ юлнă. Ĕç-пуç 2017 çулхи раштавăн 1-мĕшĕнче пулнă. Иртнĕ эрнере çак хĕрарăм тĕлĕшпе приговор кăларнă.

«Ачусем валли канфет-пĕремĕк туянтăн-и?»

15 Пуш, 2018

Посылкăра – шăтăк кĕпе, шăршлă пушмак…

Интернетра тавар туянасси йăлана кĕчĕ. Курман, тытса пăхман япаланах илме шикленместпĕр. Апат-çимĕçе те интернет урлă саккас паратпăр, кăмăла каякан тумтир туянатпăр, укçа куçаратпăр…

15 Пуш, 2018

Аварие пула сивĕ шывсăр юлнă

Шупашкарти çĕнĕ кăнтăр районĕнчи аварие пула вун-вун çурт сивĕ шывсăр тăрса юлнă. Çав шутра социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсем те. Çавна пула паян, пушăн 15-мĕшĕнче, вĕрентÿ учрежденийĕсенче занятисене ирттерме май килмен.

7 Пуш, 2018

Интернат ачи шăлаваршăн та савăннă

Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакан Лилия Говорова пилĕк ачана ура çине тăратать. Кил хуçи Виталий çемьене тăрантармашкăн кирек епле ĕçе пурнăçлама хатĕр. Арçын сварщикре тăрăшать. Говоровсем чаплă хваттерпе, пуянлăхпа мухтанаймаççĕ. Çавăнпах Лилия пилĕк уйăхри, çулталăк çурăри ачисемпе килте лараймасть. Хĕрарăм няня пулса ют ачасене пăхать, саккаспа тĕрĕ тĕрлет. 12-ри ывăлĕ шкулта вĕренет. Ун хыççăнхисем, 5-ри тата 3-ри шăпăрлансем, ача садне çÿреççĕ. 29-ти амăшĕн вăйĕ ăçтан тухса тăрать-ши? Юрать, тĕнче ырă çынсемсĕр мар.

6 Пуш, 2018

Хӑрушлӑх ушкӑнӗнче - ҫамрӑксем

Пӗрлӗхлӗ ҫӗршыв - ҫирӗп ҫӗршыв. Социаллӑ пӗлтерӗшлӗ ыйтусене хирӗҫ тӑрупа татса памалла мар. Экстремистла ӗҫ-хӗле тӗн теи хирӗҫлет. Ҫак тата ытти ыйтӑва Шупашкарти пӑр керменӗнче сӳтсе яваҫҫӗ. Кунта "Радикаллӑ идейӑсене хирӗҫ тӑрассипе ҫамрӑксене террористпа экстремист организацисене явӑҫтарасси" "ҫавра сӗтел" пырать.

Pages