Хĕрĕн аскăнлăхĕ амăшне тĕрмене çитернĕ
Канаш районĕнчи пĕр ялта 47-ри хĕрарăм пĕрле пурăнакан арçыннине вĕлерме тăнă, ăна çĕçĕпе икĕ хутчен чикнĕ. Мĕншĕн? Хайхискер саккунлă мар упăшкине тăван хĕрĕпе тытнă. Кÿршĕсем чупса пынă, васкавлă медицина пулăшăвĕ хăвăрт çитнĕ. Суранланнăскер чĕрĕ юлнă. Ĕç-пуç 2017 çулхи раштавăн 1-мĕшĕнче пулнă. Иртнĕ эрнере çак хĕрарăм тĕлĕшпе приговор кăларнă.
«Ачусем валли канфет-пĕремĕк туянтăн-и?»
Антонина тантăшĕсенчен нимĕнпе те уйрăлса тăман. Ялта ĕçпе пиçĕхсе ÿснĕ. Ĕне фермине вырнаçнăскер унта Анатолипе паллашнă. Каччă тратористра тăрăшнă. Хуçалăх ертÿçи Владимир Александров техникăна лайăх ăнкаракан Толя пирки начарри нимĕн те каламарĕ. Тоньăпа Толя пуласлăха шанса ЗАГС уйрăмне çул тытнă. Фермăра тăрăшакан çамрăк мăшăра хуçалăх ертÿлĕхĕ хавхалантарнă, пÿрт панă. Çемьене часах «çĕнĕ кайăк» вĕçсе килнĕ, Аля çуралнă. Савăнса кăна пурăнмалла пек, анчах самана улшăннă. Çĕршыври пăтăрмахсем çемье çирĕплĕхне тĕрĕсленĕ. Ял хуçалăх ертÿçисем ĕçченсене шалу вăхăтра тÿлеймен. Анатолий çемьене тăрантарас тесе юратнă ĕçне пăрахнă — Канаша çул тытнă. Анчах унта та ăнăçман. Çапах арçын парăнман, тăрăшнă. Хуçалăхри ĕçсене пурнăçламашкăн техника кирлех. Толя хăй тĕллĕн трактор пуçтарнă. Пĕрин хыççăн тепри ывăлсем çут тĕнчене килнĕ. Пулăшакансем ÿснĕшĕн ашшĕ савăннă. Анчах инкек куçа курăнса килмест. Кĕтмен çĕртен çемьене пысăк хуйхă хуçать. Анатолий аварие лекнĕ. Руль умĕнче ларнăскер кювета тухса ÿкнĕ. Ун çине хăй ăсталанă трактор ÿпĕннĕ. Арçынна çăлайман.
Тоня 3 ачапа тăрса юлнă. Шăпа çырни-ши? Хĕрарăма хуйха чăтса ирттерме йывăр пулнă. Тен, çавăнпах «хаяррине» сыпкалама пуçланă. «Ачисене лавккана çавăтса каятчĕ. Хăйĕн валли сăра туянатчĕ те урама тухса ĕçетчĕ. Хĕрĕпе ывăлĕ амăшĕ кĕленче хыççăн кĕленче пушатнине сăнаса тăратчĕç. «Ачусем валли канфет-пĕремĕк туянтăн-и?» — тесе ыйтаттăмăр, — аса илеççĕ ял çыннисем. — Мĕнле ÿсрĕç-ши вĕсем? Çурта тирпей-илем кĕртессишĕн тăрăшмастчĕç. Урай хăми сăрă курмарĕ. Пÿрт тĕксĕмленсе, хуралса ларчĕ. Яла газ кĕртнĕ чухне юпасене нимелле чавса лартрăмăр. Антонина патне çывхарнă чух: «Тух! Сана та юпа лартса паратпăр», — тесе чĕнтĕмĕр. Ăна кирлĕ пулмарĕ». Вутă хатĕрлеме çăмăлрах тенĕ-ши? Хуçалăх ертÿçи Владимир Георгиевич çемьри лару-тăрăва аван пĕлет. Фермăра выртакан вутта илсе кайма сĕннĕ. «Вĕсем мĕнле пурăннинчен тĕлĕнеттĕм. Пирĕн тăрăхра пурăнакан азербайджан çынни виçĕ ачаллă хĕрарăма хĕрхенчĕ, вутта тиерĕ те килнех леçсе пачĕ. Вĕсем ăна шаршана купалаймарĕç. Паянхи кунпа çеç пурăнаканскерсем темиçе пуленке çурса кĕретчĕç те кăмака хутатчĕç», — каласа кăтартрĕ ферма ертÿçи. Малалла вулас...