Комментари хушас

15 Пуш, 2018

Посылкăра – шăтăк кĕпе, шăршлă пушмак…

Интернетра тавар туянасси йăлана кĕчĕ. Курман, тытса пăхман япаланах илме шикленместпĕр. Апат-çимĕçе те интернет урлă саккас паратпăр, кăмăла каякан тумтир туянатпăр, укçа куçаратпăр…

Сутуçи те, лавкки те çук

Шел те, укçана перекетлес, килĕшекен тавара туянас тĕллевлисем ултав серепине çакланнă тĕслĕх чылай. Кĕмĕле электрон мелпе куçариччен тĕплĕн шухăшламалла. Роспотребнадзорăн Чăваш Енри управленийĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, пирĕн çынсем Хакаси Республикин управленийĕ ячĕпе тавăç тăратнă. «Торг Плаза» общество тавара интернетри сайтра сутнă. Туянакансем лавккана «кĕнĕ», кăмăла кайнă таваршăн укçа куçарнă. Анчах туяннă япалана алла илме май килмен — сутуçă хурав паман. Управлени ĕçченĕсем сайтра палăртнă адрес тăрăх çитнĕ. Абакан хулинчи Фабричная урамра вырнаçнă 27-мĕш çуртри 2-мĕш пÿлĕмре нимĕнле лавкка та пулман. Ĕçе йĕрке хуралне çитернĕ. Сайта хупнă, анчах ултавçăсене тупма май килĕ-ши? Ку — интернет урлă тавар туянма кăмăллакансене сисчĕвлентермелли вун-вун тĕслĕхрен пĕри çеç.
Виртуаллă лавккасенче труççирен пуçласа шашкă кĕрĕк таранах туянаççĕ. Пикесемпе хĕра-рăмсем ют çĕршывран косметика хатĕрĕпе хаклă йышши эреш саккас параççĕ. Арçынсем те юлмаççĕ: йăлара усă курмалли техникăшăн енчĕке çÿхетеççĕ, çăмăл автомашина пайĕсене шыраççĕ… Интернет лавккасенче темĕн те пур. Хăшĕ-пĕри виç çĕр утăмра вырнаçнă киоскран йĕппе çип туянас вырăнне ют çĕршыв лавккине «васкать». Унта тавар йÿнĕрех пулни илĕртет. Ăста алăллă пĕр арçын Китайри паллă сайтра туяннă пайсенченех çăмăл автомашина пуçтарнă тĕслĕх асрах-ха. Анчах тăкаксене шута илсен тимĕр урхамах хакĕ салонрисенчен кăшт çеç йÿнĕрех пулнă. Перекетлĕх çеç ют çĕршыв сутуçисен таварне тишкерме хистет-ши? Кунта тупса илеймен тавара та чикĕ леш енчи лавккасенче шыратпăр. Чăваш ялĕсенче пурăнакансем те юлмаççĕ. Кинемейсем алмазпа тĕрĕ тĕрлеççĕ. Эрешсене вара интернет урлă саккас параççĕ.
Чăвашстат пĕлтернĕ тăрăх, 2017 çулта, 2016 çулпа танлаштарсан, интернетри суту-илÿ калăпăшĕ 2,4 хут ÿснĕ.

Шукăль тăхăнас тесе

Декрета тухиччен интернетри лавккасемпе пачах кăсăкланмастăм. Амăшĕсен форумĕсене тиш-керме пуçласан ют çĕршывра ача- пăча кипки чылай йÿнĕреххине, илемлĕреххине пĕлтĕм. Кипке-сен пахалăхĕ иккĕлентермерĕ, 50 хут çусан та тĕсĕ каймарĕ, япала çĕнĕ пек курăнчĕ. Интернет урлă ача-пăча валли тумтир, тетте чылай туянтăм. Килĕштернĕ япалана вун-вун «лавккара» танлаштараттăм. Туянакансем хăварнă хаклава тĕплĕн тишкереттĕм. Тар тăкса ĕçлесе илнĕ кĕмĕле усăсăр тăккалас килмест-çке. Вăрах суйланă япалапа ыйту сиксе тухмастчĕ. Рейтинг пĕчĕкрех сутуçăсене шанни яланах тÿрре тухмарĕ. Хурталлă шурă кĕпе вырăнне кĕрен тĕсли çитни те пулнă. Ăнатчĕ — тавар çитетчĕ, кăлтăксем пулсан сутуçă укçан пĕр пайне тавăрса паратчĕ.
Мана кура тăванăм Китай сайчĕпе туслашрĕ, хăйĕн валли чаплă кĕпесем саккас пачĕ. Опытсăррине кура-ши е тÿрĕ кăмăллă сутуçă сахалланнăран-ши çывăх çыннăм интернетри лавккасене шанми пулчĕ. Хака йÿнетсе сутнă кунсенче туяннă таварсене кĕтсе илеймерĕ. Усламçăпа çыхăннин те усси пулмарĕ. Китай арçынни посылка Раççее çитнине, часах почта уй-рăмне лекессине ĕнентерсе çырчĕ. Вăрăм аркăллă симĕс кĕпепе сиксе тухнă лару-тăру хĕрарăма кулянтарчĕ. Ятарласа сцена çине тухма туяннăскерĕн кăкăрĕ тĕлĕнче темиçе шăтăк! Ăна нимĕнпе те хуплама çук. Посылкăна хутаçпа темиçе хут çавăрнă — пĕр çурăк çук. Тăванăм алă усмарĕ-ха. Кăлтăка сăн ÿкерчĕ те Китай çынни патне ярса пачĕ. Лешĕ укçана тавăрса пама килĕшрĕ, анчах кĕпене хачăпа ваклама ыйтрĕ. Ĕнентермешкĕн сăн ÿкерчĕк ярса памалла. Тăванăм иккĕленет: капăр кĕпене ваклама шел. Усламçа шанмаллах- ши? Кĕпесĕр те, укçасăр та тăрса юлас хăрушлăх пур вĕт.
«Лили суханĕсене саккас патăм. Таможня витĕр тухаймасран хăраса вĕсене тăпрасăр ярса пама ыйтрăм. Извещение илсен почта уйрăмне чупса çитрĕм. Шăпах лилисене лартма вăхăт çитнĕччĕ. Мĕнле аван! Посылкăна уçсан йăл кулă çухалчĕ. Сухансене целлофан хутаçа чикнĕ. Вĕсене ытти посылка лапчăтнă, çĕрме пуçланă. Тавлашу пуçланчĕ. Сăн ÿкерсе ятăм. Сутуçă кăлтăка йышăнчĕ, укçана тавăрса пама шантарчĕ. Палăртнă тапхăр иртрĕ. Хальхинче усламçă эпĕ тавлашăва тĕрĕс мар йĕркеленине, укçа тавăрмашкăн счет уçманнине палăртрĕ. Айăпли эпĕ пулса тухрăм», — каласа кăтартрĕ чечек ÿстерме юратакан Екатерина. Пикене сутуçă хăтланăвĕ калама çук кÿрентернĕ, вăл ăна интернетри лавккасен хура списокне кĕртнĕ. Ыттисене те ун патĕнче тавар туянассинчен хăтарать.
Чаплă пушмаксене кăмăллакан Сергей каласа кăтартни асрах-ха. «Хула урамĕ тăрăх паллă «бренд» кăларакан туфлие тăхăнса утас килчĕ. Тиртен çĕленĕскершĕн 4 пин тенкĕ куçартăм. Посылка кĕттермерĕ, 3 эрнерен почта уйрăмне çитрĕ. Китайран унччен те тавар саккас параттăм. Хăшĕ-пĕри усал шăршăллăччĕ. Уçă сывлăшра тытсан вăл сĕвĕрĕлетчĕ. Пушмак, чăнах та, чаплăччĕ. Ура çинче те аван курăнать, тăхăнса пăхса туяннă евĕр. Анчах сăмсана калама çук усал шăршă çурчĕ. Фенолсенчен уçăлтармашкăн 2 уйăхлăх мачча çине хăпартса хутăм. Шăршă пурпĕр юлчĕ. Сутуçă пĕлтернĕ тăрăх, мĕн пур пушмака çак тиртен çĕлеççĕ, туянакансем кăмăллă, татах илесшĕн хыпаланаççĕ. Туфлие наркăмăшлă япаласен çÿп-çап купине кăларса ывăтмалла çеç. Ăна хула урамне тăхăнса тухсан хĕрсем ман умран тарса çухалĕç», — аса илчĕ каччă. Сергей шукăль тăхăнма юратать. «Уйăх каялла шăлавар саккас патăм. Тăршшĕ 112 сантиметр пултăр терĕм. Сутуçа шăлавара виçме хистерĕм. Хайхискер тăршшĕ 115 сантиметр пулнине пĕлтерсе çырчĕ. Посылка çитрĕ. Шăлавара алла тытсанах кунта 104 сантиметр та çуккине тавçăртăм. Самаях кĕскеччĕ. Тавлашу пуçартăм, тăкака туллин саплаштарма ыйтрăм. Усламçă тÿлеме васкамарĕ-ха, 1-2 сантиметр уйрăлса тăни йĕркеллĕ пулăм терĕ. Пĕр пус та тавăрса памассипе хăратрĕ. Манăн вара ура сыппине хуплайман шăлаварпа çÿрес килмерĕ. Эпĕ ÿркенмерĕм, посылкăна каялла ятăм. Çапла сутуçăн укçана тавăрма тиврĕ», — каласа кăтартрĕ Сергей.

Телефон вырăнне — халва!

Çĕнĕ йышши телефонсене пысăк суту-илÿ центрĕсенче мар, интернетри лавккасенче шыраççĕ. Йÿннине кура Лена та саккас пама шут тытнă. Çĕнĕ функцисемпе пуян гаджета чăтăмсăррăн кĕтнĕ. Хĕр ăна алла тытсан савăннине пытарайман. «Функцисем ĕçлетчĕç, анчах батарейкăсем кăмăла хуçрĕç: пĕри юрăхсăрччĕ, тепри 48% таран çеç тулчĕ. Çакă 12 минут калаçмашкăн çитет, кайран телефон сÿнет. Тавара ярса панă çынна кăлтăка ăнлантарса çырса ятăм. Вăл саппас батарейкăсем ярса пама шантарчĕ. Эрнерен вара аккумуляторсене телефонран уйрăммăн таможня витĕр кăларманнине пĕлтерчĕ. «Эсир тепĕр телефон туянăр, эпир вĕсене пĕрле чикĕпĕр», — çырчĕ ман пата сутуçă. Мана кам вырăнне йышăнчĕç-ши? Тепĕр икĕ кунран иккĕмĕш телефона йÿнĕрех хакпа туянма май пуррине пĕлтерчĕ. Манăн икĕ телефонпа мĕн тăвас? Вĕçĕ-хĕрне тухаймасса пĕлсех вырăнти çыхăну салонне утрăм. Хайхинче аккумулятора Польшăран кÿрсе килĕç», — ăнăçсăр тĕслĕхпе паллаштарчĕ Елена. Пике улталакан сутуçă пирки Шупашкарти форумра çырнă. Çавăнтах Вячеславпа паллашнă. Каччă та чăнкăрах пулас тесе çĕнĕ аппарата куç хывнă: 4 гигабайтлă, апла тем чухлех илемлĕ фильм курма пулать. Кун пек телефон компьютертан нимпе те кая мар! Вячеслав тавара кĕтсе илнĕ, тĕрĕсленĕ, кăмăллă пулнине пĕлтернĕ. Тепĕр кунне вара телефон «ас тăвăмĕ» 900 мегабайта çеç çывхарнине пĕлнĕ. Каччă кулянман — 4 гигабайтлă sd карта туяннă та телефона чикнĕ. Çитменлĕх пирки сутуçа пĕлтерсе çырнă вăл. Лешĕ каçару ыйтман, суятăр тесе айăпланă. Вячеслав тавар, сайтра кăтартнă пекех, пур енчен те тивĕçтерет-и, çук-и — тĕплĕ тĕпчеме сĕнет. Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.