Комментари хушас

15 Пуш, 2018

Аварие пула сивĕ шывсăр юлнă

Шупашкарти çĕнĕ кăнтăр районĕнчи аварие пула вун-вун çурт сивĕ шывсăр тăрса юлнă. Çав шутра социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсем те. Çавна пула паян, пушăн 15-мĕшĕнче, вĕрентÿ учрежденийĕсенче занятисене ирттерме май килмен.

Шупашкар администрацийĕн вĕрентÿ управленийĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, çĕрле Стрелоксен 324-мĕш дивизин урамĕнче сивĕ шыв пăрăхĕ шăтнă. Инкеке пула çывăхри шкулсенче вĕренекен ачасене киле янă, 10-мĕш ача сачĕ шăпăрлансене йышăнайман.

«Водоканал» пĕлтернĕ тăрăх, Стрелоксен 324-мĕш дивизийĕн урамĕнчи 21, 23, 25, 22, 20, 30, Эгер бульварĕнчи 20, 22, 24, 26, 28, 30, 32, Трактор тăвакансен проспектĕнчи 1/34, 3, 5, 7, 9, 11, Шумилов урамĕнчи 16, 18, 18а, 15, 20, 23-мĕш çуртсенче сивĕ шыв парассине чарнă.

 

Рубрика: 
Теги: