Комментари хушас

6 Пуш, 2018

Хӑрушлӑх ушкӑнӗнче - ҫамрӑксем

Пӗрлӗхлӗ ҫӗршыв - ҫирӗп ҫӗршыв. Социаллӑ пӗлтерӗшлӗ ыйтусене хирӗҫ тӑрупа татса памалла мар. Экстремистла ӗҫ-хӗле тӗн теи хирӗҫлет. Ҫак тата ытти ыйтӑва Шупашкарти пӑр керменӗнче сӳтсе яваҫҫӗ. Кунта "Радикаллӑ идейӑсене хирӗҫ тӑрассипе ҫамрӑксене террористпа экстремист организацисене явӑҫтарасси" "ҫавра сӗтел" пырать.

Ҫӗртме уйӑхӗнче ҫӗршывра Пӗтӗм тӗнчери футбол чемпиончачӗ иртӗ. Вӑйӑсем хыҫҫӑн яшсем ирсӗрленнӗ тӗслӗх чылай. Экстремистла хӑтланакансен ыттисене хисеплемелле. Тӑван ҫӗршывӑн культурине лайӑх енчен кӑтартмалла.

Экстремизма хирӗҫ кӗрешекен центрӑн ертӳҫи Михаил Тимофеев терроризмпа экстремистла ӗҫ ҫинче тӗплӗн чарӑнса тӑчӗ. Студентсем хӑрушлӑх ушкӑнӗнче. Шухӑшӗпе ҫирӗпленсе ҫитменскерсене тӗрлӗ секта ӗҫне явӑҫтарма ҫӑмӑл. Йывӑр лару-тӑрӑва ҫаклансан мӗн тумалла? Пухӑннисем ҫак тата ытти ыйтӑва сӳтсе яврӗҫ. Тӗплӗнрех - "Хыпар" издательство çурчĕн "Ҫамрӑксен хаҫачӗн" ҫитес кӑларӑмӗнче.