Нина ЦАРЫГИНА

13 Ака, 2017

Пире хăратаймастăр!

«Эпир террора хирĕç!», «Терроризмсăр Раççей», «Пире хăратаймастăр!» Ака уйăхĕн 8-мĕшĕнче çакнашкал сăмахсем çырнă плакатсемпе халăх Шупашкарти Республика тÿремне пухăнчĕ. ЧР Правительствин, общество пĕрлешĕвĕсемпе ĕç коллективĕсен представителĕсем, шкул ачисемпе студентсем… — «Террора хирĕç — пĕрле!» акцие 7 пине яхăн çын хутшăнчĕ. Ăна ака уйăхĕн 3-мĕшĕнче Санкт-Петербургри терактра вилнĕ çынсене асăнса йĕркеленĕ. Кунашкал акци Раççейри мĕн пур регионта иртнĕ.

13 Ака, 2017

Ачисем, ял-йыш йывăрлăхра хуçăлма паман

«Çын мĕн чухлĕ чăтма пултарать, Турă çавăн чухлĕ йывăрлăх парать теççĕ. Апла манăн пĕтĕмпех тÿссе ирттермелле пулнă», — терĕ Патăрьел районĕнчи Тури Тăрмăш ялĕнче кун кунлакан Светлана Сидорова. Вĕсем юратнă мăшăрĕпе вун пĕр ачана пурнăç парнеленĕ, сакăр ывăлпа виçĕ хĕре тĕрĕс-тĕкел çитĕнтерсе ура çине тăратнă. Анчах пурнăçра савăнмаллипе пĕрле хуйхăрмалли те тупăнать. Нуши-терчĕ телейпе юнашарах çÿрет-çке. Пĕр-пĕрне чунран савакан мăшăрăн та пурнăç урапи тикĕс кусман, çемьене инкек хыççăн инкек çапса хуçнă.

6 Ака, 2017

«Журналист» сăмаха илтсенех хавхалану çуралнă

Шкултан вĕренсе тухакансене пĕр ыйту канăç памасть: ăçталла çул тытмалла? Хăш профессие суйламалла? Чун туртман ĕçре тăрăшаймастăн-çке-ха. ЧР Пуçлăхĕн стипендиачĕ Рифат Фаткуллин вара пулас профессие суйланă чухне пĕрре те иккĕленмен.

6 Ака, 2017

Мулкач тытнă ятпа уяв йĕркеленĕ

Сунар — чăн-чăн арçынсен кăсăкланăвĕ. Йăх-несĕлсен тĕп ĕçĕсенчен пĕри паянхи кунччен сыхланса юлнă. Пирĕн çĕршывра, ыттисемпе танлаштарсан, сунара çÿресси анлă сарăлнă. Чăваш Енре те чĕр чунсемпе кайăксене тытма кăмăллакан чылай. Пур сунарçă та сайра тĕл пулакан е паха тирлĕ тискер чĕр чуна тытма ĕмĕтленет тесе шухăшланăччĕ. Йăнăшнă иккен. Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Упукушкăнь ялĕн каччи Алексей Трофимов кун пирки ĕмĕтленмест. 10 çултах алла сунар пăшалне тытнăскер çĕршывăн аякри кĕтесĕсене кайса экзотика чĕр чунĕсене тытма шухăшламасть. Тăван тăрăхрах аван ăна. Сунар уншăн тупăш тумалли ĕç мар, чун киленĕçĕ кăна.

30 Пуш, 2017

Чăвашла пĕлменни çĕнтерме чăрмантарман


Иртнĕ шăматкун, пуш уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш патшалăх филармони залĕнче Пĕтĕм Раççейри «Кĕмĕл сасă» конкурс-фестиваль вунсаккăрмĕш хут иртнĕ. Унта Раççейри тĕрлĕ регионтан килнĕ 28 пултаруллă çамрăк, 5 юрă-кĕвĕ ансамблĕ хутшăннă. Самар, Чĕмпĕр, Пушкăрт, Оренбург, Тюмень тăрăхĕсенчи ентешсем хăйсен пултарулăхĕпе тĕлĕнтернĕ. Чăваш Енрен аякра пурăнаççĕ пулин те вĕсем тăван халăх культурипе йăли-йĕркине, чĕлхине упраççĕ, хаклаççĕ, çÿллĕ шайра тытса пыраççĕ.

Pages