Мулкач тытнă ятпа уяв йĕркеленĕ
Сунар — чăн-чăн арçынсен кăсăкланăвĕ. Йăх-несĕлсен тĕп ĕçĕсенчен пĕри паянхи кунччен сыхланса юлнă. Пирĕн çĕршывра, ыттисемпе танлаштарсан, сунара çÿресси анлă сарăлнă. Чăваш Енре те чĕр чунсемпе кайăксене тытма кăмăллакан чылай. Пур сунарçă та сайра тĕл пулакан е паха тирлĕ тискер чĕр чуна тытма ĕмĕтленет тесе шухăшланăччĕ. Йăнăшнă иккен. Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Упукушкăнь ялĕн каччи Алексей Трофимов кун пирки ĕмĕтленмест. 10 çултах алла сунар пăшалне тытнăскер çĕршывăн аякри кĕтесĕсене кайса экзотика чĕр чунĕсене тытма шухăшламасть. Тăван тăрăхрах аван ăна. Сунар уншăн тупăш тумалли ĕç мар, чун киленĕçĕ кăна.
Сунара кайма ĕмĕтленнĕ
Алексей ашшĕ сунара кайма хатĕрленнине кăсăкланса сăнанă, кашнинчех пĕрле илме йăлăннă. 10 çул тултарсан тинех пурнăçланнă унăн ĕмĕчĕ. «Сунара юратасси пăшалтан пĕрремĕш хут пенĕ хыççăн пуçланать. Кашни арçын ачан ăна алла тытас килет-çке. Ахăртнех, сунара пĕрле илсе кайма йăлăнса аттен хăлхине йÿçĕтнĕ эпĕ», — кăмăллăн каласа кăтартрĕ Алексей. Пăшалĕ самай йывăр пулсан та пĕчĕк сунарçă ăна йăтма вăй çитернĕ. Аллипе ăна çирĕппĕн тытнă. Малалла вулас...