Ачисем, ял-йыш йывăрлăхра хуçăлма паман

«Çын мĕн чухлĕ чăтма пултарать, Турă çавăн чухлĕ йывăрлăх парать теççĕ. Апла манăн пĕтĕмпех тÿссе ирттермелле пулнă», — терĕ Патăрьел районĕнчи Тури Тăрмăш ялĕнче кун кунлакан Светлана Сидорова. Вĕсем юратнă мăшăрĕпе вун пĕр ачана пурнăç парнеленĕ, сакăр ывăлпа виçĕ хĕре тĕрĕс-тĕкел çитĕнтерсе ура çине тăратнă. Анчах пурнăçра савăнмаллипе пĕрле хуйхăрмалли те тупăнать. Нуши-терчĕ телейпе юнашарах çÿрет-çке. Пĕр-пĕрне чунран савакан мăшăрăн та пурнăç урапи тикĕс кусман, çемьене инкек хыççăн инкек çапса хуçнă.

Пĕчĕкскерĕн чĕри тапма пăрахнă

Светлана йышлă çемьере çуралса ÿснĕ. Качча кайса миçе ача çуратассине маларах палăртман вăл, Турă панă пепкесене пурне те кун çути парнеленĕ. «Аппан та çемйи пысăк. Унччен вунă ача çитĕнтерекенсенчен питĕ тĕлĕнеттĕм. Хам вара вĕсенчен те ирттертĕм», — йăл кулчĕ нумай ача амăшĕ.

Упамсара çуралса ÿснĕ пике Тури Тăрмăш каччипе Василипе паллашса çемье çавăрнă. Пилĕк çул хĕрпе каччăлла çÿренĕ хыççăн вĕсем тăванĕсене туй кĕрекине пухнă. 21 çулта кин пулса тăнăскер икĕ çул мăшăрĕн килĕнче пурăннă. Упăшкин амăшне «анне» тесе чĕннĕ вăл. Вĕсем нихăçан та пĕр-пĕрне сивĕ сăмах каласа курман, килте килĕшÿпе ăнлану хуçаланнă. Çулталăкран Сидоровсен йыш хушăннă, пĕрремĕш ача Юра çуралнă. Çамрăк çемье тĕп килтен уйрăлса тухма шухăшланă: çак урамрах пилĕк пÿрт урлă ларакан пушă çурта туянса унта пурăнма куçнă. Ун чухне хĕрарăмсем декрет отпускĕнче хальхи пек нумай вăхăт ларман, пепки икĕ уйăх тултарсанах ĕçе тухнă. Малалла вулас...

 

Нина ЦАРЫГИНА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.