Мăн кун – чи пысăк та пĕлтерĕшлĕ праçник. Уяв умĕн кил-çурта тĕплĕн тирпейлеççĕ, чÿрече каррисемпе сĕтел çиттисене çăваççĕ, кил картишне, çурт йĕри-таврашне те çÿп-çапран тасатаççĕ. Ĕлĕк Мăн куна ятарласа çĕнĕ кĕпе-йĕм çĕлеттерсе е мĕн пуррине сапласа, çуса тăхăннă.