Нина ЦАРЫГИНА

30 Ака, 2015

Ачасемпе çамрăксем - ХĂРУШСĂРЛĂХШĂН

Нумай пулмасть Шупашкарта «Çамрăк талантсем - хăрушсăрлăхшăн» Пĕтĕм Раççейри фестиваль регион тапхăрĕнче иртрĕ. Аслă Çĕнтерÿ пулнăранпа 70 çул, Раççей МЧСĕ 25 çул тултарнине халалланă акцие Атăлçи тăрăхĕн пултаруллă ача-пăча тата çамрăксен ушкăнĕсем «Салют» Культура çуртне пухăнчĕç.

23 Ака, 2015

Яланах лайăххине ĕненмелле»

Вуннăмĕш класри Марина Платонова - вĕренÿ отличници. Вăл яланах малта, пур ĕçре те хастар. Кашни шкул ачин те çавăн пек пулмалла тесе шухăшлать вăл. Тăтăшах пĕр вырăнта ларсан, аталанма тăрăшмасан йывăрлăхсене те çĕнтереймĕн, çитĕнÿ те тăваймăн.

9 Ака, 2015

Тăрăшулăха кура - хаклавĕ

- Инна пур предметпа тенĕ пекех районта иртекен олимпиадăсене хутшăнса малти вырăнсене йышăнать, - каласа парать ун пирки Алевтина Геннадьевна Димитриева директор заместителĕ мăнаçланса.

9 Ака, 2015

Ӳркевпе çитĕнӳ пулаймĕ

Вуннăмĕш класра вĕренекен Кристина Кожанова ачаранах спортпа туслă. Хăйĕн çитĕнĕвĕсемпе шкулта çеç мар, районта, республикăра та чылай палăрнă. Йĕлтĕрпе чупса, уйрăмах биатлонра маттур вăл.

9 Ака, 2015

«Сывлăхра» - сывлăх

Муркашри «Сывлăх» ача-пăча спорт шкулĕ тата физкультурăпа спорт комплексĕ хăйĕн ÿсĕмĕпе, ĕçĕсемпе республикăра палăрма ĕлкĕр- нĕ те ĕнтĕ. Унта сывлăха çирĕплетме çÿ- рекенсен йышĕ кунсеренех ÿсет. Ку унăн ĕçченĕсене те савăнтарать. Çамрăксен спортри ÿсĕмĕ, çитĕнĕвĕ вара пушшех те хавхаланса ĕçлеме вăй-хăват парать.

Pages