Тăрăшулăха кура - хаклавĕ

9 Ака, 2015

- Инна пур предметпа тенĕ пекех районта иртекен олимпиадăсене хутшăнса малти вырăнсене йышăнать, - каласа парать ун пирки Алевтина Геннадьевна Димитриева директор заместителĕ мăнаçланса.

Пĕрремĕш класранах вĕренÿ отличници пулнă Инна Сорокина халĕ вунпĕрмĕшĕнче вĕренет. Кашни предмета юратаканскер вĕрентекенĕн пур сăмахне те ăса хывать.

- Вăл пур ĕçе те тĕплĕн тата вăхăтра пурнăçлать. Уроксене яланах хатĕрленсе килет. Тантăшĕсем Иннăна хисеплеççĕ, вăл лайăх ертÿçĕ те, - малалла мухтарĕ тăрăшуллăскере Алевтина Геннадьевна.

Ахальтен каламасть ĕнтĕ вăл çапла. Инна питĕ яваплă-çке. Вăл темиçе çул шкулти ача-пăчапа çамрăксен организацийĕн ертÿçин тивĕçне пурнăçланă. Тантăшĕсене тĕрлĕ конкурса хастар хутшăнтарнă, сĕнÿ-канашпа пулăшса пынă. Кĕçĕннисемшĕн явап тытма çăмăл мар пулсан та Инна вĕсемпе часах пĕр чĕлхе тупаять.

Вĕренÿре, спортра, обществăлла ĕçсенче чылай çитĕнÿпе палăрнă маттурскер. Ăслăлăх конференцийĕсемпе ăс-тăна тĕрĕслемелли конкурссенче те малта. Юлашки вăхăтра Инна тĕпчев ĕçĕсемпе кăсăкланма пуçланă. Шкулта «Çамрăк тĕпчевçĕ» кружок уçăлни ăна калама çук хавхалантарнă. Кружока çÿрекенсен тĕп тĕллевĕ - тăван тавралăхри микротопонимсене тĕпчесси.

- Кашни ялта хăйне евĕрлĕ ятпа палăракан вăрмансем, çырмасем пур. Манăн тăван Итакачкассинче, сăмахран, Турхан варĕ пур. Вăл ĕлĕкхи чăвашсен ырă-усал ячĕпе çыхăннă. Ку тăрăхри чăвашсем ăна Торханти тесе каланă. Çав вар патĕнче ĕлĕк чÿксем ирттернĕ. Ун пирки эпĕ асаттерен тата унăн аппăшĕнчен ыйтса пĕлтĕм. Вĕсем питĕ интересленсе каласа параççĕ. Ку мана тата ытларах пĕлме, тĕпчеме хавхалантарать, - терĕ Инна хăпартланса. - Кружока çÿресе тĕпчев ĕçĕсем те çыратпăр. Вĕсемпе конкурссене хутшăнма та май пур.

Çамрăк тĕпчевçĕсенчен чи маттуррисенчен пĕри пулнă май пике çулсерен иртекен «Моя малая Родина: природа, культура, этнос» тĕпчев ĕçĕсен конкурсĕнче çивĕч ăсĕпе палăрнă. Тăрăшулăхне кура - хаклавĕ. Инна республикăра 1-мĕш вырăна тивĕçсе Раççей шайĕнчи конкурса та хутшăннă. Унта та малти вырăнсенчен пĕрне йышăнма пултарнă маттурскер. Кăçал та Иннăна çак конкурсра тупăшма чĕннĕ. Вĕрентекенсемпе тантăшĕсем вăл çĕнтерессе иккĕленмеççĕ.

Ăс-тăнпа тавракурăма кунсерен аталантарма тăрăшмалла. Кунта вара кĕнеке, хаçат-журнал вулани пулăшать. Инна та çакна асра тытса тăтăшах шкулти тата ялти вулавăша çул тытать.

- Манăн юратнă хайлавсенчен пĕри - Нелли Петровская çырнă «Çил-тăманлă каç», - каласа пачĕ вăл. - Çамрăксен ĕçĕ-хĕлне, ĕмĕчĕсене еплерех çутатни чуна чăннипех те тыткăнларĕ. Ăна эпĕ темиçе хут та вулама хатĕр. Вырăс çыравçисенчен вара Александр Куприн тата Иван Тургенев пултарулăхне пуринчен ытларах кăмăллатăп.

Шкулта юлашки çул вĕрене-кенскере малалла ăçта пĕлÿ илме каяс ыйту канăç памасть. Кĕçех экзаменсем те çитеççĕ. Ку Иннăна питех те пăшăрхантарать. «ППЭне ăнăçлă тытасчĕ тесе çеç ĕмĕтленетĕп юлашки вăхăтра», - терĕ вăл. Мĕнле професси суйласа илесси пирки те хальлĕхе паллă мар-ха. Пултаруллăскере юрист, врач профессийĕсем килĕшеççĕ. «Вăхăт çитсен çак икĕ профессирен пĕрне суйласа илмех тивет, - терĕ вăл кăмăллăн. - Хальлĕхе вара экзаменсене çанă тавăрса хатĕрленес-ха».

Муркаш районĕ,

Ярапайкасси шкулĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.