«Журналист» сăмаха илтсенех хавхалану çуралнă

6 Ака, 2017

Шкултан вĕренсе тухакансене пĕр ыйту канăç памасть: ăçталла çул тытмалла? Хăш профессие суйламалла? Чун туртман ĕçре тăрăшаймастăн-çке-ха. ЧР Пуçлăхĕн стипендиачĕ Рифат Фаткуллин вара пулас профессие суйланă чухне пĕрре те иккĕленмен. Вăл çиччĕмĕш класра вĕреннĕ чухнех кам пулассине пĕлнĕ. «Журналист» сăмаха илтсенех арçын ачан куçĕ çиçнĕ, чунĕнче хавхалану çуралнă. Теле- тата радиокăларăмсене курма-итлеме кăмăлланăскер хаçат-журналти ăслăлăх статйисене те тишкернĕ. Уйрăмах СТС каналпа «Галилео» кăларăма пăхма юратнă вăл. Рифата унта наука эксперименчĕсене кăтартни, çĕнĕлĕхсемпе паллаштарни, физика пулăмĕсемпе çыхăннă вăрттăнлăхсене уçăмлатни илĕртнĕ. Ăс-тăна аталантарасси унăн тĕп тĕллевĕ пулса тăнă. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.