Илĕртÿллĕ "пирамидăсен" çăткăнлăхĕ çинчен
Финанс пирамидин паллисем: - питĕ анлă реклама; - рынокринчен пысăкра х тупăш шантарни;- пуçламăш взнос ыйтни; - çĕнĕ клиентсене илсе килнĕшĕн бонус тÿлени; - офисра тĕплĕ паллаштармасăрах килĕшĕве алă пусма сĕнни; - компани ертÿçисем çинчен калакан информаци, тивĕçлĕ реквизитсем çукки; - компани продукци туса кăларманни, пулăшу ĕçĕ кÿменни; - çынсен укçине явăçтарас енĕпе ĕçлемешкĕн лицензи çукки. |
Экономикăри йывăрлăхсен тапхăрĕнче финанспа çыхăннă ултавçăсем пуç çĕклени вăрттăнлăх мар. Вĕсем граждансене улталама темле мелпе те усă кураççĕ. Пĕри - финанс пирамиди. Шел те, çак пулăм Чăваш Еншĕн те ют мар.
Пысăк тупăш шантараççĕ те...
Пуçласа финанс сферинче "пирамида" сăмахпа Англире иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенче усă курнă. Ултав мелĕ вăй илсех пынине кура термина çаврăннă сăмах тĕнчипе тымар янă.