Кунта шурă çăкăр та çитереççĕ

«Çапла каласан, тĕрмере ристансене шурă çăкăр та панине пĕлтерсен, хăшĕсем ĕненмеççĕ те», - кулать Федерацин айăплава пурнăçлакан службин Шупашкарти 1-мĕш следстви изоляторĕн пуçлăхĕн тыл енĕпе ĕçлекен заместителĕ Андрей Кузнецов «Хыпар» корреспондентне хăйĕн хуçалăхĕпе паллаштарнă май. Çапла, тĕрмере те - çынсемех. СИЗОри ристансем пирки преступниксем теме те иртерех-ха - çакна суд татса парать вĕт, кунти çынсем вара суд пуласса кĕтеççĕ кăна. Е - сучĕ пулнă, анчах приговор вăя кĕрсе ĕлкĕреймен-ха.

«Тинех тăраниччен апатлантăмăр»

Тĕрме кухнинче те ристансемех ĕçлеççĕ. Ятарласа повара вĕреннĕскерсем. Вĕсем суд приговорне итленĕ ĕнтĕ, анчах хуçалăх ĕçĕсене пурнăçлама çак çынсене кунтах хăварнă - ыттисем пек урăх колонисене ăсатман. Паллах, кашниех «çирĕп ала» витĕр тухнă: кунашкал ĕçе хирĕçÿ-харкашу пуçарма пултаракан, йĕркене пăсакан çынсене шанмаççĕ. Столовăй заведующийĕ вара - айккинчи /ирĕкри тесен тĕрĕсрех пуль/ çын. Вăл, Эльвира Куракова, куллен тĕрмене ĕçе килет. Кашни кун преступниксемпе, преступлени тунă тесе шанман çынсемпе ĕçлеме тивет те - хăрамасть те-ши? Хăнăхнă ĕнтĕ. «Тепĕр енчен, - шÿтлет хĕрарăм, - эпĕ кунта ристансемпе пĕрле нихăçан та пĕччен пулмастăп, яланах «хуралçă» пур - изоляторăн пĕр-пĕр сотрудникĕ йĕркепе килĕшÿллĕн яланах пĕрле пулать».

Кухня ĕçĕ-хĕлĕпе тĕплĕн паллаштарчĕç. Кунта пĕтĕмпех тирпейлĕ, таса. Çăкăр тенĕрен, ăна та ристансемех пĕçереççĕ. Чăн та, кунтисем мар, Шупашкарти юсанмалли 4-мĕш колонири пекарньăран илсе килеççĕ - хурине те, шуррине те. Шăпах кăнтăрлахи апат çывхарать те - ристансене мĕнпе сăйлассине хурансене уçсах кăтартрĕç. Сыпсах пăхмарăм-ха та, çапах капла пăхмашкăн тутлă та техĕмлĕ пек курăнчĕ: хăшпĕр инке арăмсем пĕçерекен тăрă шĕвек мар, çуллă та çăра яшка. «Аш бульонĕпе пĕçернĕ», - терĕç. Какай та параççĕ. Нормăпа килĕшÿллĕн. Каçхи апат валли вара, авă, пулла касса вакланă та. Паллах, форель йышши хаклă пулăпа иртĕхтермеççĕ /«кунта санатори мар вĕт»/, ку хутĕнче - селедка. Тепрехинче путасу çитерĕç. Санатори мар тенĕрен - хирĕçлеме те пулать: чирлĕ çынсем валли ятарлă диета апатне те хатĕрлеççĕ.

«Клиентсем» апат сахал тесе мăкăртатмаççĕ-и?» - татах интересленетĕп эпĕ. «Вĕсене кунта самăртма хупман вĕт, - каллех кулать Андрей Кузнецов. - Хăшĕсемшĕн ирĕкрен кунта лекнĕ хыççăн малтанах, тен, çителĕксĕр пек туйăнать пуль. Сахал тени пулкалать. Виçсех пăхаççĕ - нормăран кая мар. Тепĕр чух - ытларах та». Ытлараххи акă мĕнпе çыхăннă: хăшĕсем ирĕкрен посылка-мĕн илеççĕ те - тăванĕсем ярса е илсе килсе панă çимĕç пур чухне тĕрме апатне çимеççĕ. Хăйсемех калаççĕ: ытти камерăна парăр. Вăт, çав ытти камерăра хайхи нормăран ытлашши виçе пулчĕ те. «Нумаях пулмасть кунта республика тулашĕнчи СИЗОсенчен - Оренбургран, Ульяновскран - икĕ ристана илсе килчĕç, - сăмахне тăсать тыл енĕпе ĕçлекен заместитель, - вĕсем те тĕлĕнчĕç: «Сирĕн изолятор кăтартуллă учреждени-им? Кунта килсен тинех тăраниччен апатлантăмăр...»

 

Пылак шыври... презерватив

Çапла, йĕплĕ карта ку енне лекнĕскерсенчен нумайăшне çывăх çыннисем пăрахмаççĕ. Преступлени туни тăван пулма пăрахнине пĕлтермест вĕт. Çавăнпа «передачăпа» килекенсем йышлă. Тĕрлĕ колонире режима кура хайхи «кучченеçсен» виçи те тĕрлĕрен - СИЗОринчен пĕчĕкрех. Кунта вара уйăхра 30 килограмм таран «передача» пама пулать. Ристанăн тăванĕ, çывăх çынни-и е тусĕ-пĕлĕшĕ - пĕлтерĕшлĕ мар, кирек кам та «парнепе» килме пултарать. Ятарлă хут çырмалла, паспортпа килмелле. Паллах, мĕн парас тенине пĕтĕмпех йышăнмаççĕ: «юраманни» - вăрăм список. Çав шутра - алкоголь шĕвекĕсем. Наркотик, хĕçпăшал - кун пирки сăмах та пулмалла мар.

Хăшĕсем, чăн та, чееленме пăхаççĕ. Пĕчĕк чÿречерен ирĕкрен хутаçсемпе сумкăсене йышăнакан кĕçĕн инспектор Татьяна Иванова кунта чылай çул ĕçленĕ май çав чеелĕх мелĕсене пĕлсе çитнĕ ĕнтĕ - «юраманнине» курать-асăрхатех. Хăйĕн ĕç хатĕрĕсене кăтартрĕ: çĕçĕ, атпăри, металл шырамалли прибор... Çук, тĕрлĕ ĕçме-çимене рентген йышши кăткăс приборсемпе çутатса пăхмаççĕ, инспектор унсăр та вăрттăннине тупать. Тем те курнă, тем те тупнă. Наркотиклă канфет та, сотовăй телефонпа «фаршланă» чăх та, телефонăн пĕчĕк кăна симкине чикнĕ пулă та...

Е тата - эрехре кĕлерсе лартнă хура слива. Пăхма - çырла, сĕткенĕ вара - чăн-чăн алкоголь. Нумаях пулмасть кока-колăн икĕ литрлă темиçе савăтне тытса чарнă. Татьяна савăт пăккине уçсанах эрех шăршине туйса илнĕ. Тĕсĕ - чăннипех кока-колăн, анчах ăна коньякпа хутăштарнă иккен. Çак савăтсем камерăна лекнĕ-тĕк - градуслă «кола» унти çынсене туй тума та çитетчĕ. Пĕррехинче тата çавнашкал пылак шĕвек савăтĕнче вăл... презерватив та тупнă. Çук, камерăри çынсене вăл ясар кăмăлпа çыхăннă тунсăхне сирме кирлĕ пулман. Ирĕкри пĕлĕшĕсем çав презерватива эрех тултарнă, пылак шыва кăштах юхтарса илнĕ те савăта çав эрехлĕ презерватива янă. Курмĕç тенĕ пуль те - йăнăшнă.

Ăçта килнĕ унта укçа чикме тăрăшаççĕ. Сăмахран, шăл тасатмалли паста тюбикне. Пĕррехинче тата ристан тăванĕпе тĕл пулнă хыççăн вăл парса хăварнă хăяра илсе кĕме тăнă. Пăхмашкăн - чип-чипер пахчаçимĕç. Çавах иккĕленÿ çуралнă. Хăярсене касса пăхнă та - шалта 100 тенкĕлĕх купюрăсем иккен. Çавăнпа килте пĕçернĕ капăртмана та хуçаççĕ, сигарета та çав шăпах кĕтет. Печени-вафлие те тĕрĕслеççĕ.

Ристансене çырмалли ручка таврашĕ те час-часах параççĕ - çыру çырма кирлĕ вĕт. Анчах кăвак çыраканни кăна пулмалла. Тĕрлĕ тĕслине пама юрамасть. «Ку тата мĕншĕн, чару мĕнпе сăлтавланнă?» - тĕлĕнетĕп эпĕ. Камерăсенче «художниксем» те пур вĕт, тĕрлĕ тĕслĕ ручка пулсан «кирлĕ мар япаласем» ÿкерме пултараççĕ иккен - тĕрлĕ документ тата ыт.те. Вĕсен пушă вăхăт нумай - ĕçле те ĕçле, «шедеврсем» çуратма та вăхăт çитет. Хăшĕсем çакна пĕлеççĕ те - улталама хăтланаççĕ. Инспектор ручкăпа çырсах пăхать. Кăваках çырать, анчах пасти - хĕрли... Мĕнле апла? Хĕрлĕ пастăллă стерженĕн вĕçне кăваккиннипе улăштарнă иккен.

Пĕр сăмахпа, питĕ сыхă пулмалла. Ахальтен мар ĕнтĕ кăçалхи çурçулта ФСИНăн республикăри управленийĕн учрежденийĕсене айăпланнисем валли пама тăнă «вăрттăн» 163,7 пин тенкĕ укçана, 7,3 литр эрехе, 827 грама яхăн наркотиксене, 126 мобильнике туртса илнĕ. Курттăммăн ĕçлекенсем те пур. Кăçалхи мартăн 14-мĕшĕнче, сăмахран, ИК-9 сотрудникĕсем хураллакан территорие кĕме тăнă МАЗ автомобилĕн кардан валĕнче 25 сотовăй телефон тупнă. Тата - 4 картридер, 4 сим-карта, 8 флеш-карта, телефонсене зарядка тумалли 15 хатĕр. Чееленекенсемшĕн кунашкалли ахаль иртмест. Кăçал 54 çынна тытса чарнă. Кашнин пиркиех административлă протоколсем çырнă. Штраф виçи - 3-5 пин тенкĕ. Уголовлă майпа явап тыттарма та пултараççĕ.

СИЗО ĕçченĕсем йĕркене пăснă тĕслĕхсене чакарас, çивĕчлĕхе сирес енĕпе кунти лавкка пулăшасса шанаççĕ. Çакăн пек йĕрке пур: изолятора кучченеçсем парас текен çын вĕсене урăх çĕрте, ытти лавккара, туянмасть, кунти лавккаран илет. Тĕрĕссипе, илмест те - ирĕклĕхсĕр юлнă тăванне парас тенĕ япаласене суйлать, вĕсемшĕн тÿлет кăна. Кирлĕ тавар камерăна çитĕ. Çак мелпе усă курнă май тавара тĕплĕ тĕрĕслеме те кирлĕ мар - вăл шанчăклă вĕт, унта ют, юраман япаласем пулма пултарасси пирки иккĕленÿ çук.

...Кирек мĕнле пулсан та ирĕкри пурнăç витĕмĕ, унти улшăнусем кунта та палăраççĕ.

- Унччен «передачăпа» килекенсен шучĕ чылай ытларахчĕ, - пĕлтерчĕ Татьяна Иванова инспектор. - Халь - сахалрах. Çакăнта, паллах, паян изоляторта хупса усракансен шучĕ самай пĕчĕкленнин витĕмĕ те пур. Апла пулин те çĕршыври экономикăри йывăрлăхсем те хăйсен ĕçне тăваççĕ. Чылай çын ĕçсĕр, ĕç укçи чакнă, çавăнпа вĕсем СИЗОна лекнĕ çывăх çыннисем валли те унчченхи пек нумай «передача» илсе килеймеççĕ.

 

Сире камера ÿкерет!

Общество сăнав комиссийĕн /унăн членĕсен ирĕксĕр хăварнисене хупса усракан вырăнсенче пулмалли, ристансен прависене уянине тĕрĕслемелли полномочисем пур/ председателĕпе Ирина Булыгинăпа пĕрле камерăсене те пăхса çаврăнтăмăр. СИЗО пуçлăхĕ Валерий Калябин пĕлтернĕ тăрăх - паян ристансен шучĕ 142 çынпа танлашать. Лимит вара - 158 çын. Çавăнпа та камерăсенче тăвăр тееймĕн.

...Изолятор сотрудникĕ малтанах ятарлă шăтăкран шала тинкерчĕ, камерăри çынсене ура çине тăрса строя тăма хушрĕ те - йывăр тимĕр алăк уçăлчĕ. Тÿрех яриех уçăлса каймасть-ха - сăнчăр пур, ăна вĕçертмелле. Шалта питĕ хăтлă тееймĕн, анчах мĕн кирли пĕтĕмпех пур: сĕтел-кравать, туалет... Туалет тенĕрен, ĕлĕк ăна уйăрман - пĕтĕмпех куç умĕнче пулнă, халь вара унитаз кĕтесне пÿлсе хупланă. Камерăри ĕç-пуçа видео мелĕпе сăнаса тăраççĕ. Паллах, туалетри çын хурал пÿлĕмĕнчи экран çинче курăнмасть, анчах, кунта ĕçлекенсем ăнлантарнă тăрăх, унта çын пуррине систерекен сигнал пырать, вăл куçни-хускалнине те пĕлме пулать. Ристан унтан вăрах тухмасть, хускалнине кăтартакан сигнал килмест-тĕк - сисчĕвленмелли пулăм.

Çакă çын унта хăйĕн çине алă хурасран сыхланма кирлĕ. Шел те, юсанмалли учрежденисенче суицид тĕслĕхĕсем пулкалаççĕ. СИЗОсенче - пушшех. Çакă çын психологийĕпе те çыхăннă ĕнтĕ. Ирĕкре пурăннăскер пирвайхи хут тăруках камерăна лектĕр-ха - ку кирек камшăн та пысăк стресс. Читлĕхри пурнăçа хăнăхасси шăпах СИЗОран пуçланать вĕт. Çавăнпа изолятор ĕçченĕсем ку енĕпе уйрăмах тимлĕ пулма тăрăшаççĕ. Ятарлă психолог та пур. Ристансене ирĕклĕхпе сывпуллашса тĕрме-колони пурнăçне хăнăхма пулăшасси те - унăн тивĕçĕсенчен пĕри.

Эпир кĕнĕ камерăри суд пуласса кĕтекен Эдуард Б. условисем пирки ÿпкелешсе калаçмарĕ: пĕтĕмпех йĕркеллĕ, кÿрентермеççĕ. Çапах «телевизор пулсан аванччĕ» теме хăюлăх çитерчĕ. Чăнах та, хăшпĕр камерăра сенкер экрансем пур, анчах вĕсемпе пурне те тивĕçтереймен-ха. «Хăнасен» йышĕнче общество сăнав комиссийĕн ертÿçи те пуррине пĕлсен Эдуард унăн телефонне ыйтрĕ - «калаçмалли пур». Тепĕр тесен ОСК телефонĕ вăрттăнлăх мар, кашни камерăрах ятарлă брошюрăсем пур, вĕсенче çак телефон номерне те тупма пулать.

 

Пурте айăплă, вăл çеç çветтуй тейĕн

Ирина Булыгина вара ристансен медицинăпа çыхăннă ыйтăвĕсене мĕнле тивĕçтернипе пайăррăн кăсăкланчĕ. Общество ĕçне пурнăçланисĕр пуçне вăл республикăн тĕп наркологĕ те вĕт - çавăнпа медицина теми пушшех çывăх пуль. Кунти врачсемпе калаçрĕ, вĕсен тимĕр решетке хыçĕнчи ĕç пÿлĕмĕпе паллашрĕ. Кăмăллă юлчĕ: «Условисем аван, чирлисен ыйтăвĕсене йĕркепе пăхнă пек туллин тивĕçтереççĕ». Тытса хупнă çын больницăна хăй тĕллĕн каяймасть вĕт - тивĕçлĕ сиплев пулмаллах. Медицинăри пысăк технологисем пиркиех ĕмĕтленеймĕн, çапах пурпĕр ристансен ÿпкелеме сăлтав çук пуль тетĕп. Шăл сиплеме те пулать. Кунта хăйсен пурнăçĕ çине алă сулнă çынсем те лекеççĕ, ирĕкре чух, сăмахран, укçа çуккине пула вĕсем чирлĕ шăлне сиплесси-юсасси пирки шухăшламан та, кунта вара, авă, сипленме пулать. Кун пирки тĕрмен хăйне евĕр усси тени те вырăнлă.

Суд пуласса кĕтекен Николай Г. йышăнăва çырăннă та - ОСК председателĕ унпа уйрăммăн курнăçрĕ. Улатăр çынни тĕрмери условисем пирки мăкăртатмарĕ, анчах чăркăшлăхне кăтартма именмерĕ: «Чирлĕ эпĕ - шала кайнă бронхит. Сывлăх сыхлавĕн министерстви тĕлĕшпе ÿпкев пур...» Пенси укçине илеймест-мĕн. Адвокат ячĕпе шантару хучĕ хатĕрлеме пулать, анчах ристанăн паспорчĕ çук иккен - çухатнă. Колонире пулнă-тăк ăна çĕнĕ паспорт туса паратчĕç-ха ĕнтĕ, анчах кунта унашкал майсем çук. Укçана тăванĕсем урлă илме сĕнчĕç те - ватă çын сассине хăпартрĕ: «Çук манăн тăвансем! Пĕрре пур, вăл та пулин - çĕлен!» Сăмах май, унчченхи паспортне те ăна колонире туса панă-мĕн. Судпа айăпланнă май вăл 4-мĕш ИКра темиçе çул ларнă та... Халь каллех йывăр статьяпа айăпланать. Апла пулин те ватăскерĕн вăтанас-хĕрелес йăли çук пулас: «Ухмахсен çĕршывĕ!» - тесех хучĕ. Ирина Булыгина «атьăр-ха, апла шавлар мар, çĕршывăмăр пирĕнтен, кашни çынран, тытăнса тăнине шута илер» тесен çеç лăпланам пек пулчĕ. Вăл ăна сывлăхне сиплесси пирки каланă май «ирĕкре пулнă-тăк амбулатори мелĕпе хăвăрăн укçăрпа сипленме тиветчĕ, кунта вара патшалăх шучĕпе сиплеççĕ» тени те витĕм кÿчĕ пулас. Чăнах, унăн шăпи çапла пулса тухнăшăн, хăй тумхахлă çак çула суйласа илнĕшĕн вăл мар, ыттисем айăплă тейĕн.

Пăлхавçăран пуçласа Герой таран

Шупашкарти СИЗО-1 - юсанмалли авалхи учреждени. Раççейри ĕçлекен чи ватă тĕрме - 1648 çултах тунăскер. Мускаври паллă Бутырка та /ăна 1771 çулта хута янă/, «блатной» юрăсем тăрăх пурте пĕлекен Владимир централĕ те /1773 çулта тунă/ унран çамрăкрах. Малтан йывăçран пулнă. Шупашкарта пулнă пысăк пушар вăхăтĕнче вăл та упранса юлайман. Çĕннине кирпĕчрен тунă. Халап тăрăх - кунта Степан Разин пăлхавçă та пулнă теççĕ. Шупашкар авалхи Раççейĕн тĕп тĕрме çулĕ çинче вырнаçнă май историре ячĕсем çырăнса юлнă ытти çын та пулнах ĕнтĕ. Калăпăр, декабристсем. Анчах архивсем упранса юлман, çирĕплетсе никам пирки те калама çук. Хăй вăхăтĕнче Атăл çыранĕнчен тÿрех тĕрмене хăпармалли çĕр айĕнчи çул та пулнă теççĕ. Атăл тăрăх баржăпа илсе килекен преступниксене тĕрмене илсе кĕме çав çулпа усă курнă-мĕн. Вăл та тахçанах çук ĕнтĕ.

Тепĕр тесен СИЗО-1 ристанĕсен списокĕнче халĕ те паллă ят-хушамат пулкалать. Судпа айăпланакан Раççей Геройĕ Евгений Борисов та çакăнта-и тесе кăсăклантăмăр та - унпа сывпуллашнă иккен. Çапла, Герой кунти камерăсенчен пĕринче кун кунланă, анчах суд ун тĕлĕшпе чару мерине улăштарнă, килти арест мелне суйласа илнĕ те - Борисов СИЗОран кайнă. Кунта ларакансен йышĕнче халь, калăпăр, Сĕнтĕрвăрри районĕн администрацийĕн пуçлăхĕ пулнă Юрий Моисеев. Район сучĕ унăн приговорне палăртнăччĕ, анчах Аслă суд уголовлă ĕçе çĕнĕрен пăхса тухма тавăрса панă май ăна колоние ăсатман-ха.

Тĕрме 1964 çулта СИЗО-1 пулса тăнă. Лапсарта çĕнĕ следстви изоляторĕ тунă май вăл хупăнмĕ-ши текен ыйту тĕлĕшпе çирĕплетÿллĕ хурав пулмарĕ. Чылай çул тăвакан çĕнĕ изолятор паян-ыранах мар, анчах çитес çулсенче хута каятех-тĕр. Унта ристансене хупса усрамалли условисене, çĕнĕ требованисене туллин тивĕçтерме майсем пулĕç. Çĕнĕ СИЗОн склад йышши, çавнашкал ытти объекчĕсене тунă ĕнтĕ, çапах ĕç тата чылай-ха. Анчах вăл хута кайсан та Шупашкарти Атăл çыранĕ çинчи авалхи тĕрме музее çаврăнасси иккĕленÿллĕ. Тен, судпа айăпланнисен уйрăм ушкăнĕсене - калăпăр, хĕрарăмсене е çул çитменнисене - хупса усрамалли учреждени пулĕ. Вăхăт кăтартĕ. Кирек мĕнле пулсан та ватă тĕрме хăйĕн тивĕçне паян та туллин пурнăçлать. Çынсем пур чух, шел те, преступленисем те пулаççех. Апла-тăк тĕрме те кирлĕ.

Николай КОНОВАЛОВ.

Автор сăнÿкерчĕкĕсем

Николай КОНОВАЛОВ"Хыпар" Эрнери чи лайăх статьясем

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.