Республикăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн 1-мĕш кварталти кăтартăвĕсем, цифра телекуравĕ çине куçни тата патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕ — ЧР Пуçлăхĕ тунтикунсерен ирттерекен канашлура çак ыйтусене пăхса тухма палăртнăччĕ. Чăннипе вара унăн кун йĕрки самай анлăрах пулчĕ. Çав шутра – калаçтаракан çивĕч темăсем те.
Паян ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынипе Министрсен Кабинечĕн ларăвĕ иртрĕ. Унта пăхса тухнă ыйтусенчен пĕринпе, алкоголь продукцийĕн вак суту-илĕвĕнчи патшалăх тĕрĕслевне йĕркелес ыйтупа, экономика аталанăвĕн министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Светлана Ананьева сăмах илчĕ.
ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе паян ирттернĕ канашлура Михаил Васильевич пысăк хăвăртлăхлă чукун çул магистралĕ пирки те сăмах хускатрĕ.