Комментари хушас

22 Ака, 2019

Каллех — Чăвашавтотранс пирки

Республикăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн 1-мĕш кварталти кăтартăвĕсем, цифра телекуравĕ çине куçни тата патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕ — ЧР Пуçлăхĕ тунтикунсерен ирттерекен канашлура çак ыйтусене пăхса тухма палăртнăччĕ. Чăннипе вара унăн кун йĕрки самай анлăрах пулчĕ. Çав шутра – калаçтаракан çивĕч темăсем те.

Михаил Игнатьев ĕç укçин парăмĕсемпе çыхăннă лару-тăру тавра калаçу пуçарчĕ. Унăн виçи ÿссех пырать — 165 миллион тенкĕрен иртнĕ. Михаил Васильевич иртнĕ эрнере Шупашкарта РФ генпрокурорĕн заместителĕ Сергей Зайцев хутшăннипе иртнĕ канашлура та кун пирки калаçу пулнине аса илтерчĕ, унта ĕç-пуç çивĕччине палăртнă. Çак çивĕчлĕх тĕпрен илсен Чăвашавтотранспа çыхăнни вăрттăнлăх мар. Унта 728 çынна тÿлемелли парăм 79,5 миллион тенке çитнĕ. Çав шутра 35 миллиона яхăн — çынсем предприяти айăпĕпе ĕçлемен вăхăтшăн тÿлемелли укçа.

Регион ертÿçи хăй вăхăтĕнче Чăвашавтотрансри парăмсене туллин татнине аса илтерчĕ — çак тĕллевпе бюджетран 159 миллион тенкĕ уйăрнă. Анчах предприяти пассажирсене илсе çÿреме пăрахсан та çынсене ĕçрен хăтарман, унăн директорĕ, Минтранс ку енĕпе тивĕçлĕ мерăсем йышăнман, çийĕнчен оппозицири партисен представителĕсем çав вăхтра предприяти ĕçченĕсемпе тĕл пулусем ирттерсе халăха пушшех пăтратса янă. Кăтартăвĕ хурлăхлă: «Халь хĕшĕ-пĕрин явапсăрлăхне патшалăх укçипе саплаштарма тивет». Предприяти пурлăхне инвентаризациленĕ — 414 миллион тенкĕлĕх, ăна сутсан çак укçа ĕç укçин парăмĕсене татма çителĕклех. Çийĕнчен Арбитраж судне парăмсене татмалли черете улăштарас ыйтупа тухнă: чи малтан ĕç укçипе татăлмалла, налуксен парăмĕ вара кăштах тăхтама пултарать.

Ыйту çывăх вăхăтра татăлмалла, апла пулин те Михаил Игнатьев лару-тăру çапла çивĕчленсе кайни пирки служба тĕрĕслевĕ ирттерме хушрĕ. Вăл хăш-пĕр самант тĕлĕшпе уголовлă ĕç пулма пултарассине те пытармарĕ. Сăмах Шупашкарти Çĕнĕ Салари автостанци çĕрне арендăна пани пирки пырать — саккуна пăснă-мĕн, айăплисем явап тытма тивĕç.

Çав вăхăтрах прокуратурăри канашлура панкрут-предприятисен конкурс управляющийĕсем тавра та калаçу пулнă — вĕсен ĕçне тиркесе хакланă. Республика Пуçлăхĕ палăртнă тăрăх, конкурс управляющийĕсем вăл е ку производствăна упраса хăварса предприятие сыватнă тĕслĕх республикăра пулман-ха, çавăнпа та вĕсене ĕçе явăçтарнă чух кашнин тĕлĕшпе тимлĕх кирлĕ, активсене йÿнĕпе сутса ярасран сыхланмалла.

www.hypar.ru

Рубрика: