Комментари хушас

1 Ака, 2019

Михаил Игнатьев мĕн пур улшăну пассажирсемшĕн пулмаллине асăрхаттарнă

ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе паян ирттернĕ канашлура Михаил Васильевич пысăк хăвăртлăхлă чукун çул магистралĕ пирки те сăмах хускатрĕ.

ВСМ пулатех тесе тăраттăмăр, халь вара, авă, урăхларах калаçаççĕ… Регион ертÿçи çирĕплетрĕ: «Чукун çул магистральне тумалла мар текен йышăну хальлĕхе çук. Икĕ вариант — е ВСМ пулĕ, е автобан. Хăшне суйласа илессине хальлĕхе палăртман, çывăх вăхăтрах уçăмлăх пулмалла. Европа — Хĕвел Анăç Китай автоçул вара /вăл та Чăваш Ен урлă иртмелле/ пулатех — ăна 2024 çулта туса пĕтермелле».

Республика Пуçлăхĕ Шупашкарта пасажирсене илсе çÿрекен компанисенчен пĕри хăйĕн автобусĕсене илсе кунтан пăрахса каять тенипе те пайăррăн кăсăкланчĕ. Алексей Ладыков çакăн чăнлăхне çирĕплетрĕ. Санкт-Петербургри «Автоэкспресс-4» компани кунти сакăр маршрутпа ĕçлет. Унпа килĕшÿ тунă чух контрактра вăл хăш-пĕр маршрут çинче вăтам класлă автобуссемпе ĕçлессине палăртнă. Малтанлăха пысăк автобуссемпе ĕçлеме ирĕк панă, ака уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне вара пĕчĕкрех транспорт хатĕрĕсене маршрут çине кăларма шантарнă. Компани çак условие пурнăçлайман, çавăнпа хула администрацийĕн унпа тунă контракта ирĕксĕрех пĕр енлĕн татма татма тивет. «Автоэкспресс» пассажирсене илсе çÿремелли килĕшÿ тумалли правăшăн 21 миллион тенкĕ тÿленĕ, контракта пăрахăçланă май ăна çак укçана тавăрса памĕç.

Алексей Олегович хамăрăн вырăнти предпринимательсем те çĕнĕ пилĕк теçетке ытла автобус туяннине палăртрĕ — йывăрлăхран тухĕç. Троллейбуссемпе автобуссен чылай маршрутне улăштарни те — пулăшу. Троллейбус управленийĕн тăкакĕсене те чакарма май килнĕ.

Çапах транспорт реформипе çыхăннă кăткăс самантсене вăл та пытармарĕ. Ăçта пĕчĕк автобуссем кирлĕ — унта пысăккисем çурма пушăлла чупаççĕ, хăш-пĕр çĕрте вара пачах тепĕр майлă — пысăккисем çитмеççĕ. Çийĕнчен муниципалитетсен хушшинчи маршрутсемпе çÿрекен автобуссем çав-çавах хулари пассажирсене ларта-ларта каяççĕ. Мĕншĕн тесен хулари транспорта кĕтме тивет — çынсем вара кĕтсе тăрасшăн мар. Реформа планĕпе килĕшÿллĕн Шупашкарăн тĕрлĕ кĕтесĕнче айккинчен килекен пассажирсем хула транспортне куçса лармалли çичĕ пункт йĕркелемелле пулнă — çакна пурнăçламан. Ку, сити-менеджер шучĕпе, улшăнусене ĕçе кĕртес енĕпе хула маларах пынипе сăлтавланнă, муниципалитетсен хушшинчи çул çÿреве çĕнĕлле йĕркелес ĕç вара юларах пырать.

Калаçăва пĕтĕмлетнĕ май Михаил Игнатьев мĕн пур улшăну пассажирсемшĕн пулмалли пирки асăрхаттарчĕ. Вĕсене муниципалитетсен хушшинчи маларах килекен автобуспа ларса кайнăшăн сивлени вырăнсăр. Транспорт çÿревне çĕнĕлле йĕркеленĕ май чи малтан çынсен хăтлăхне тĕпе хумалла.

www.hypar.ru

Рубрика: