Юр каять — каяш юлать

1 Ака, 2019

Социаллă тÿлевсем, пенсисене пысăклатасси, экологи уйăхлăхĕ — çак тата ытти ыйтăва ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлура пăхса тухрĕç.

Юр ирĕлет — ун айĕнчен тĕрлĕ çÿп-çап, ытти тасамарлăх тухать. Территорисене тирпейлемелле. Республика Пуçлăхĕ ку енĕпе Шупашкарта, çĕнĕ Шупашкарта мĕнле ĕçленипе интересленчĕ. Алексей Ладыков сити-менеджер тĕп хулара ака уйăхĕн 15-мĕшĕнчен тытăнса халăха массăллă субботниксене явăçтарма палăртни çинчен пĕлтерчĕ. Паллах, тивĕçлĕ службăсем унччен кĕрĕк арки йăваласа лармĕç — халех ĕçе пуçăннă темелле. Ĕçлемелли вара пайтах. Сĕнтĕрвăрри çулĕн хĕрринче, авă, санкцилемен пысăк свалка тупăннă. Пĕр предприниматель унта хĕлĕпе тĕрлĕ каяш турттарнă иккен — темиçе теçетке машина. Строительство каяшĕсене те çавăнта ăсатнă. Çав предпринимателе тупса палăртнă — Тимофеев хушаматлăскерĕн каяшсене турттарса тухнисĕр пуçне явап тытма та тивĕ.

Çут çанталăк ресурсĕсен министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Александр Ефремов республика ака уйăхĕн 15-мĕшĕнчен тытăнса çĕртме уйăхĕн 5-мĕшĕччен иртекен Пĕтĕм Раççейри экологи хăрушсăрлăхĕн кунĕсене хутшăнассине çирĕплетрĕ. 

Тирпейлĕх пирки сăмах пуçарнă май Михаил Игнатьев çынсен культури ÿссĕ пынине палăртрĕ: паян чылайăшĕ çÿп-çапа ăçта килнĕ унта пăрахмасть ĕнтĕ. Çав вăхăтрах влаçсенчен нумай килни те паллă. Агрегат завочĕ тĕлĕнчи çул урлă çĕр айĕпе каçмалли вырăн, авă, юхăнса кайнă — çакна экран çине сăнÿкерчĕксем кăларсах кăтартрĕç. Алексей Ладыков ăна кăçал юсама палăртманни пирки каларĕ те — Михаил Васильевич çынсем кăмăлсăррине шута илмелли çинчен асăрхаттарчĕ. Çийĕнчен хула юбилейĕ çывхарать — килпетсĕр ÿкерчĕк пушшех вырăнсăр. Хула влаçĕ çакна шута илме шантарчĕ — каçă юсанатех пуль.

www.hypar.ru

Комментари хушас