Садиксем те пулĕç, çĕнĕ ФАПсемпе çулсем те
Министрсен Кабинечĕн паянхи ларăвне Иван Моторин премьер ертсе пычĕ. Унта тĕрлĕ ыйтăва пăхса тухрĕç.
ЧР Пуçлăхĕ Патшалăх Канашне янă Çырăва пурнăçламалли ĕçсен планĕ çинчен экономика аталанăвĕн министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Сергей Григорьев каласа пачĕ. Çав шутра — цифра технологийĕсен майĕсемпе анлăрах усă курасси, ял хуçалăх продукцине хамăр патрах туллин тирпейлесси, АПК продукцийĕн экспортне ÿстересси, инфратытăмăн пысăк проекчĕсене тÿрре кăларасси.