Шупашкара Японинчен килнĕ çемье тата журналист пирĕн патри стоматологи пулăшăвĕпе кăсăкланнă

Ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен планеркăна ЧР Пуçлăхĕ пухăннисене Раççей биатлонисчĕсен çитĕнĕвĕ ячĕпе саламланинчен пуçларĕ. Тĕнче кубокĕн Оберхофри тапхăрĕнчи эстафетăсенче пирĕн хĕрарăмсем те, арçынсем те пĕрремĕш вырăнсене йышăннă. 

Михаил Игнатьев биатлон пирĕн республикăшăн та ют пулманнине аса илтерчĕ — спортăн база тĕсĕсен шутне кĕрет. Тепĕр тесен, Чăваш Енĕн спорт тĕлĕшпе мăнаçланмалли çук мар. Çак кунсенче кунта çăмăл атлетсен Раççей шайĕнчи ăмăртăвĕсене ăнăçлă ирттернĕ те — унта пирĕн ентешсем лайăх кăтартусемпе палăрни ăнсăртран мар.

Тепĕр енчен, спорт республика экономикине аталантарма та пулăшать. Чăваш Енри базăсенче хайхи пĕрлештернĕ командăсем тренировкăсем ирттереççĕ, çак кунсенче, хĕллехи каникул вăхăтĕнче, тĕрлĕ регион ачисем пулнă. Вĕсем кунти хăна çурчĕсенче пурăнаççĕ, пулăшу ĕçĕсемпе усă кураççĕ — бюджетшăн та, ĕçлĕ климатшăн та усă.

Çав вăхăтрах ку енĕпе туризм тĕревĕ те курăмлă. Канашлура медицина туризмĕ пирки калаçу пулчĕ. Шупашкара яппунсем, пĕр çемье тата журналист, килнĕ-мĕн. Пирĕн патри сиплев майĕсемпе кăсăкланаççĕ. Сăмахран, вĕсене стоматологи кăсăклантарать. Михаил Игнатьев пирĕн патра шăл сиплесси Мускавринчен нумай хут йÿнĕрех пулнине палăртрĕ — ют çĕршыв çыннисене çакă интереслентерет ĕнтĕ. Сиплев пахăлăхĕ вара — тĕнче шайĕнчи. 

www.hypar.ru

 

 

Николай КОНОВАЛОВ.

Исключить из Яндекс-Новостей: 

Комментари хушас